Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Аксу Агро» комплексра пӗтӗм ӗçе автоматизациленӗ, кашни ӗнен датчик пур, ăна компьютерпа çыхăнтарнă.

Сӗт комплексӗнче талăкӗпех ӗç чарăнмасть. Ӗçлекенсем сменăпа тăрăшаççӗ кунта. Ӗне сăвакан цехра опытлă дояркăсем ӗçленӗрен ӗç кал-кал пырать. Ольга Чебуханова, Вера Саперова, Надежда Якушкина тата Елена Матвеева дояркăсен опычӗ пысăк, вӗсем кунта комплекс уçăлнăранпах ӗçлеççӗ темелле. Сӗт комплексӗн  управляющийӗ каланă тăрăх, кунта тăрăшакансенчен кашниех хăйӗн ӗçне пысăк яваплăхпа, вăхăтра пурнăçлать. Çавна кура ӗç укçийӗ те тивӗçлӗ шайра, пӗрлехи çитӗнӳсем тăвасси йывăр мар.

 

 

«Аксу Агро» тулли мар яваплăхлă обществăн сӗт комплексӗ производство кăтартăвӗсемпе паянхи кун выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен предприятисен хушшинче чи ăнăçлă ӗçлекеннисенчен пӗри шутланать. Çӗнӗ Ипрел ялӗ патӗнче вырнаçнăскерте пӗтӗм ӗçе автоматизациленӗ. Кунта кашни ӗнен датчик пур, ăна компьютерпа çыхăнтарнă.

Кунта 3 пин ытла пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççӗ, çав шутран пин ытларахăшӗ – сăвăнакан ӗнесем. Талăкне 26 пин тонна ытла сӗт суса илеççӗ кунта. Талăкри вăтам кăтарту пӗр ӗне пуçне 20 килограмм тухать.
– Ку кăтартăва тата та ӳстерме шанăç пур, Çӗнӗ çулччен тепӗр 400 пушмак пăру пăруласса кӗтетпӗр. Сăвакан сӗт калăпăшне 30 пин тоннăна çитересшӗн, – каласа парать сӗт комплексӗн управляющийӗ С.Залалдтинов.
Сӗт комплексӗнче талăкӗпех ӗç чарăнмасть. Ӗçлекенсем сменăпа тăрăшаççӗ кунта. Ӗне сăвакан цехра опытлă дояркăсем ӗçленӗрен ӗç кал-кал пырать. Ольга Чебуханова, Вера Саперова, Надежда Якушкина тата Елена Матвеева дояркăсен опычӗ пысăк, вӗсем кунта комплекс уçăлнăранпах ӗçлеççӗ темелле. Сӗт комплексӗн  управляющийӗ каланă тăрăх, кунта тăрăшакансенчен кашниех хăйӗн ӗçне пысăк яваплăхпа, вăхăтра пурнăçлать. Çавна кура ӗç укçийӗ те тивӗçлӗ шайра, пӗрлехи çитӗнӳсем тăвасси йывăр мар.
Комплексри чи пӗлтерӗшлӗ площадкăсен шутне çавăн пекех профилакторий кӗрет. Кунта виçӗ уйăхран çамрăкрах 200 ытла пăрăва ӳстереççӗ. Янаварсене пăхас ӗçе çав тери ăнăçлă йӗркеленӗ, кунне тăватă хутчен çитереççӗ вӗсене. Çавна кура талăкне 750-800 грамм таран ӳт хушаççӗ вӗсем. Пăру пăхакансенчен уйрăмах Ирина Маркитановăна, Нафиса Минабудтиновăна тата Рамия Хаметшинăна палăртмалла.
Комплексра арçынсем те çук мар-ха, çапах та хуçалăх хӗрарăмсем çинче тытăнса тăрать тесен те йăнăш мар-тăр: вӗсем йывăрлăхран хăрамаççӗ, çавна курах çитӗнӗвӗсем те мухтанмалăх пур.
Хамăр корр.
З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство