Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу артисчӗсем халăха савăнăç парнелеме пӗлеççӗ

Аксу артисчӗсем район центрӗнчи Культура çуртӗнче концерт йӗркелесе халăха чăн-чăн Раштав асамлăхӗ парнелерӗç. Шартлама сивӗсене пăхмасăр тӗрлӗ çулти çынсене: садик ачисенчен пуçласа ваттисем таранах пухрӗ.

Раштав концертне ертсе пыракансем Натальяпа Елена Егоровасем куракансене уявпа саламласа пурне те чун-чӗре ăшшине, шанăçпа ырă кăмăл сунчӗç. Малалла сцена çине район администраци пуçлăхӗ Камиль Гилмановпа Аксу православи храмӗн благочиннăйӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Николай Рыбочкин иерей тухрӗç. Вӗсем те куракансене саламласа мӗнпур ыррине сунчӗç. 

Куçа илӗртекен декорацисем, артистсен килӗшӳллӗ костюмӗсем, капăр Чăрăш уяв атмосферине тата асамлăрах турӗç. Районти Культура çурчӗн  артисчӗсем куракансене асра юлакан ырă самантсем нумай парнелерӗç. Куракансем тăвăллăн алă çупса тав турӗç. 

– Раштав уявӗ çын чунӗнче ырăпа савăнăç, çепӗçлӗхпе тăнăçлăх çуратать. Çакна Раштав уявӗн кураканӗсем туйччăр паян, – тесе саламларӗ Аксу районӗн Канашӗн хӗрарăм-депутачӗсен «МЭРХЭМЭТ – МИЛОСЕРДИЕ» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Ольга Копанева.

Лилия БАТАЛИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники