Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу Чăваш Пики

Кам мӗнле хатӗрленни – пӗрремӗш тӗрӗслев тапхӑрӗнчех палӑрать

Аксу районӗнчи Беловка Культура çуртӗнче иртнӗ эрнекун, апрелӗн 9-мӗшӗнче, «Аксу Чăваш Пики» район шайӗнчи конкурсра Кивӗ Ӳсел, Кивӗ Саврӑш, Кивӗ Тимушкел, Çӗнӗ Аксу, Беловка, Савгачево ялӗсен пикисем ӑмӑртрӗç. 

Савгачевăран Алена Серкова хутшӑнчӗ конкурса, ӑна Елена Краснова хатӗрленӗ. Кивӗ Саврӑшра пурăнакан Владилена Козловăна Татьяна Алексеева хатӗрленме пулӑшнӑ. Çӗнӗ Аксуран Анастасия Моисеева пынӑччӗ, ӑна Елена Охотникова хатӗрленӗ. Кивӗ Тимушкел хӗрне Юлия Погодкинӑна Людмила Филипенко хатӗрленӗ. Кивӗ Ӳселӗнчи Вероника Мудровӑна Алина Мудрова хатӗрленӗ. Беловкӑсен чысне вара конкурсра Çырчаллинче ӗçлекен Алена Бульбова хӳтӗлерӗ. Ӑна амӑшӗ Татьяна Ивановна пулӑшать. 

Жюрире 2008 çулта «Тутарстан Чӑваш пики» ята çӗнсе илнӗ Елена Семенова (Григорьева), «Раççей чӑваш пики-2016» ята тивӗçнӗ Ксения Романова, Аксу районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Роза Чентаева, Аксу районӗнчи ЧНКЦ пайташӗ Евгений Мадуров, ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев пулчӗç. Вӗсене беловкӑсем çӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗç. Конкурса Елена Айдовăпа Алина Мудрова ертсе пычӗç. Вӗсене Антон Айдов пулӑшса пычӗ. 

Кам мӗнле хатӗрленни – пӗрремӗш тӗрӗслев тапхӑрӗнчех палӑрать. Пикесем хумханнипе сӑмахӗсене, хускану элеменчӗсене манса кайни – хатӗрленме вӑхӑт сахал панине пӗлтерет. Мӗн тӑвӑн, апрелӗн 24-мӗшӗнче Хусанта финал, васкатаççӗ. Апла пулин те хӗрсем кӑтартакан номерсем начар пулмарӗç. Кам-тӑр кулӑшла монологра артистизмне кӑтартрӗ, тепри чӳлмекре шаркку тума вӗренсе çитнӗ, виççӗмӗшӗ лайӑх ташлать, тваттӑмӗшӗ илемлӗ юрлать... Хаклав паллисене хӗрхенсе лартакан жюри пайташӗсем те час-часах кӑмӑллӑн алӑ çупрӗç. Конкурса хутшӑнакансем кашниех хӑйне евӗр илемлӗ, черчен, пултаруллӑ. 

Жюри пӗтӗмлетӳ тунӑ вӑхӑтра Константин Малышев залра пухӑннӑ халӑха Тутарстанри ЧНКА мӗнлерех ӗçсем туса ирттерни çинчен каласа пачӗ, халӑх çыравӗ çывхарнине аса илтерчӗ. Ачасене чӑвашла вӗрентсе хӑварасси чи малтан ашшӗ-амӑш тивӗçӗ пулнине палӑртрӗ. 

Конкурсра Кивӗ Тимушкелӗнчи Юлия Погодкина çӗнтерчӗ, 2-мӗш вырӑна Алена Бульбова йышӑнчӗ, 3-мӗшне – Владилена Козлова. 
Конкурса хутшăнакансене йӗркелӳçӗсем чаплă парнесем, чечек çыххисем, дипломсем парса чысларӗç. Вӗсене хатӗрлекенсене Аксу районӗн культура уйрăмӗн, ТР ЧНКА Тав çырăвӗсене пачӗç. Спонсорла пулăшу панăшăн конкурса йӗркелекенсем ентешне Вера Юнусовăна тав тӑваççӗ. 

К.Романова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев