Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн отчетлă конференцийӗ иртрӗ

Иртнӗ эрнере Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн отчетлă конференцийӗ иртрӗ. Унта районти ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем, шкул директорӗсем, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, библиотекăсемпе Культура çурчӗсен ӗçченӗсем хутшăнчӗç. Аксу районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов тата ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев та ятарласах килнӗ.

Вырăнти ЧНКЦ ертӳçи Роза Чентаева хăйӗн докладӗнче ачасене тăван чӗлхене мӗн пӗчӗкрен, ача садӗнчен, пуçласа вӗрентмелли çине пусăм турӗ. Район пуçлăхӗ Камиль Гилманов районти лару-тăрупа паллаштарнă май Чăваш наципе культура центрӗ, ытти обществăлла организацисем пекех, нумай ӗç пурнăçлани пирки каларӗ.

— Пирӗн вăй — нацисен тата конфессисен хушшинчи килӗшӳре, туслă пурăнсан кăна эпир пурнăçра пысăк çитӗнӳсем тума пултаратпăр, — терӗ Камиль Камалович. — Çав шутра вӗрентӳпе культурăра та. Çакна районти пултарулăх коллективӗсем «Тутарстан Республикин культура тӗп хули» конкурса хутшăнса та çирӗплетрӗç. 

Районти Культура çурчӗн директорӗ Ольга Копанева чăваш ялӗсенчи культура вучахӗсен ӗçне пысăк хак пачӗ. Уйрăмах ача-пăча коллективӗсене мухтарӗ Ольга Владимировна. «Ачасем — пирӗн пуласлăх. Çавăнпа та эпир вӗсем валли костюмсем те çӗлӗпӗр, кирлӗ оборудованипе те тивӗçтерӗпӗр», — терӗ вăл.

Районти чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен пӗрлешӗвне ертсе пыракан Ирина Васикова учительсен ӗçӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ, тăван чӗлхе кирлӗлӗхӗ пирки нумай каларӗ. Кивӗ Илтрекьелӗнчи ача сачӗн заведующийӗ Ольга Ильденеева тата Кивӗ Ӳсел шкулӗнче истори вӗрентекен Борис Захаров унпа килӗшсе хăйсен шухăшӗсене пӗлтерчӗç. 

ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев ачасене патриотла воспитани памалли çинче ытларах чарăнса тăчӗ.

— Патриотизм вăл тăван чӗлхене юратнинчен пуçланать. Хăйӗн тăван чӗлхине пӗлекенсем кăна патриот пулма пултараççӗ. Питриотсем ӳстерес тесен пирӗн ачасене чăвашла вӗрентмелле, — терӗ Константин Анатольевич.

Конференци вӗçӗнче районти ЧНКЦ хастарӗсене Тав хучӗсем парса чысларӗç.

Ирина КРЮКОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев