Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнче ҫӗнӗ производство уҫӑлчӗ

Ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртессипе районта Кивӗ Мӑкшел малта пырать

Кивӗ Мӑкшелӗнчи кӑмпа цехӗ пирки эпир пӗрре мар ҫырса кӑтартнӑ. Кивӗ ферма вырӗнӗнче ҫӗнӗ модуль блок ласем лартса Анатолий Самаренкин вешенка кӑмписене ӳстерет. 

Малтан предприятия кӑмпа ӳстерекен субстрата ытти регионсенчен туянатчӗ. Улӑм хутӑшӗнчен тунине Киров облаҫӗнчен, хӗвелҫаврӑнӑш хупписенчен тунине Краснодартан, Хуратул хӑльчӑкӗнчен тунине Чулхуларан турттаратчӗ. Кӑмпи лайӑх ӳснӗ. 

Анчах та вон никӗспе усӑ курни - пӗрремӗшӗнчен, продукцин хайхаклӑхне хӑпарса ярать, иккӗмӗшӗнчен ҫимӗҫӗн экологил тасалӑхне тивӗҫтерсех каймасть.

Пӗрремӗш сӑлтав суту хакӗ ҫумне ҫул тӑкакӗсем хушӑннинчен тухни паллӑ. Иккӗмӗшӗ вара?

Паллӑ ӗнтӗ, кӑмпа субстратне хатӗрлес технологи пит кӑткӑсах мар. Улӑм пуҫтарса вӗтетеҫҫӗ те, йӗпетсе хутаҫа тултарса кӑмпа мицелине (вӑрлӑхне) хушаҫҫӗ. Кирлӗ температурӑра тата нӳрлӗхре икӗ эрнерен субстрат ҫинче кӑмпа ӳсме тытӑнать. Хӑльчӑка вӗтетмелле те мар. 

Веҫ аван пек, анчах ҫак "чӗртавар" таса мар пулсан, цехри ӑшӑпа хутаҫсем ӑшӗнчен тӗрлӗрен хурт-кӑпшанкӑ тухма пултарать. Вӑл кӑмпана сиен кӳресси паллӑ. 

Поставщиксем ҫакна тимлеменни ҫынсене экологи енчен таса продукципе тивӗҫтерме тӑрӑшакан Анатолий Самаренкина пӗрре мар тарӑхтарнӑ. 

- Йехлтах технологи пӑхӑнса хатӗрлесен, цехра нимӗнле шӑна та вӗҫмелле мар, - тет Анатолий Константинович. -. Субстратпа тивӗҫтерекенсем чылай чухне мӗн килнӗ унпа тултараҫҫӗ хутаҫҫисене. Ховеллаврӑнӑш хуппи те таса мар, хуратул хӑльчӑкне те кӑвакарчӑнсем вараласа пӗтернӗ. Чтларах чухне вӑл купи-купипе урамра, ты ҫӗрте выртать. Ун пек чӗртаварпа паха та сиенсӗр продукци кӑларма хӗн. Эпавӑнпа эпир хамӑр субстрат производствине йӗркелес терӗмӗр. 

2,7 млн ​​тенкӗлӗх комбайн евӗр агрегат цехӑн пӗр пысӑк пӳлӗмне йышӑннӑ. Ытти ҫӗрте чӗртавар склачӗ, субстрат упранмалли вырӑн. 

Цеха уҫнӑ ҫӗрте ялӑн ҫӗнӗ фермерӗ хӑй, район пуҫлӑхӗ Камиль Гилманов, ТР Патшалӑх Канашӗн депутатӗ Шамиль Ягудин тата Аксу районӗнчи ял хутлӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе усламҫисем пурччӗӗ. 

Хӗрлӗ хӑю кассах уҫрӗҫ Мӑкшелне тата 10 ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерекен ял-хуҫалӑх производствине. 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев