Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнчи Çӗньял çыннисем вăрçă ветеранӗсене асăнса мемориал уçнă

Иртнӗ шăматкун Аксу районӗнчи Çӗньялта çанталăк çав тери шăрăхне пăхмасăрах ял-йыш – вӗттинчен пуçласа ватти таранах, хăнасем Çар мухтавӗн обелискне уçма пухăнчӗç. Çӗньялтан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине 105 çын тухса кайнă. Çав шутран 57-шӗ çӗнтерӳпе таврăннă. 48-шӗ вара ӗмӗрлӗхе вăрçă хирӗнче выртса юлнă. Ялта вăрçă паттăрӗсене халалласа лартнă палăк унччен пулнă-ха, анчах та çулсем иртнӗçемӗн вăл кивелсе çитнӗ пулнă.

Иртнӗ шăматкун Аксу районӗнчи Çӗньялта çанталăк çав тери шăрăхне пăхмасăрах ял-йыш – вӗттинчен пуçласа ватти таранах, хăнасем Çар мухтавӗн обелискне уçма пухăнчӗç.
Çӗньялтан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине 105 çын тухса кайнă. Çав шутран 57-шӗ çӗнтерӳпе таврăннă. 48-шӗ вара ӗмӗрлӗхе вăрçă хирӗнче выртса юлнă.

Ялта вăрçă паттăрӗсене халалласа лартнă палăк унччен пулнă-ха, анчах та çулсем иртнӗçемӗн вăл кивелсе çитнӗ. Çӗньялта çуралса ӳснӗ, халӗ тӗрлӗ хуласенче пурăнакан хастарсем ялта пурăнакансемпе пӗрле вăрçа хутшăннисене тата пограничниксене (ку ялтан пограничниксен çарӗсенче хӗсметре  тăнисем   питӗ нумайăн) халалласа çӗнӗ комплекс уçма шутланă. Укçа пухса ял хутлăхӗпе пӗрле ума лартнă тӗллеве пурнăçа кӗртнӗ. Мемориал питӗ илемлӗ пулса тухнă: кунти обелиск çине вăрçăра вилнисен, çӗнтерӳпе таврăннисен ячӗсене çырнă, асăну стени умӗнче ӗмӗрхи çулăм çунса тăрать, юнашарах пограничниксене халалланă монумент. Пӗтӗмпех килӗшӳллӗ пулса тухнă, палăк патне брусчатка сарнă, çулсем тунă, карта тытнă, чечексем лартнă. Мемориала уçнă кун кунта районти юнармеецсен юхăмӗн представителӗсем хисеплӗ вахтăра тăчӗç.
– Миршӗн кӗрешнисене ку ялта астăваççӗ, – терӗ Аксу районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов çӗньялсене мемориал уçăлнă ятпа саламланă май. – Хăвăр пуçарнă ӗçе эсир пурнăçа кӗртме пултартăр, укçа та пуçтартăр, пӗтӗм ӗçе хăвăрах пурнăçларăр. Çакна ырламалла кăна. Чи кирли паян – яла сыхласа хăварасси. Эпир ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас, мӗн кирлипе тивӗçтерес тесе пӗтӗм вăйран тăрăшăпăр.
Район пуçлăхӗ мемориала тăвас ӗçе йӗркелесе пынă çынна, Емелькино ял хутлăхӗн депутатне Анатолий Финогентова район Канашӗн председателӗн Тав çырăвне пачӗ.
Емелькино ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Н.И.Михайлова мемориала тума хутшăннă кашни çынна тав турӗ, вӗсене – Александр Петрова, Владимир Семенова, Александр Яманова, Алексей Петрова, Иван Зайцева, Константин Герасимова, Николай Семенова, Яков Калукова, Федор Иванова, Петр Краснова, Андрей Герасимова, Николай Артемьева, Анатолий Герасимова, Николай Герасимова, Андрей Зайцева, Алексей Федорова, Лазарь Прокопьева, Константин Зайцева, Анатолий Тиманова, Вячеслав Тиманова, Виктор Тиманова, Владимир Герасимова, Петр Федотова, Иван Никитина, Егор Семенова тата Анатолий Финогентова Емелькино ял хутлăхӗн Тав хучӗсене парса чысларӗ. Награда илнӗ çынсен списокӗ вăрăмми Çӗньялта хăйсен историне хаклама пӗлекен, асатте-асаннесене ялан асра тытакансем пурăннине пӗлтерет.
Пухăннисене çавăн пекех Тӗп çар округӗн инспекторӗ А.Молоствов генерал-майор, Чистай çар комиссариачӗн представителӗ Е.Баранов, ветеран-пограничниксен обществăлла организацийӗн председателӗ А.Бобов, ТР Пограничниксен содружествин председателӗн çумӗ А.Туктамышев саламларӗç. Ачасем сăвăсем каларӗç, юрăсем юрларӗç.
Унтан палăка хӗрлӗ хăю касса уçрӗç. Вăрçăран таврăнманнисене  пăшалтан персе, пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç.

Зинаида ЛЕОНТЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев