Аксу районӗнчи Кивӗ Ильтрекъел шкулӗ юбилейне паллă тăвать
Вӗрентекенсен мӑнаҫлӑхӗ вăл вӗренекенсем. Кам пулӗç вӗсем, мӗнле çул суйласа илӗç – пӗтӗмпех учительтен килет. Ҫавӑнпа та вӗрентекен професси кӑна мар, Турă панă ӗç
Вӗрентекен тӗнчере чи хисеплӗ те яваплӑ профессисенчен пӗри пулса тăрать. Учитель Кунне ҫуллен октябрӗн 5-мӗшӗнче палӑртаççӗ. Ҫак кун педагогсене вӗренекенсем те, вӗсен ашшӗ-амăшӗсем те чи ăшă сăмахсемпе саламлаççӗ.
Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекъел шкулӗнче октябрь пуçламăшӗнче Учитель Кунне çеç мар, шкулăн юбилейне те палăртаççӗ. Çапах юбилей вăл педагогсемшӗн çеç мар, тăван шкултан вӗренсе тухнă кашни çамрăкшăн е аслă ӳсӗмри çыншăн та пысăк уяв пулса тăрать.
55 ҫул хушшинче ку шкул 1,5 пин ытла çынна вӗретсе кăларнă. Вӗсенчен кашни пурнăçра хăйӗн вырăнне, юратнă ӗçе тупнă, çавăнпа та юбилей пӗрремӗш учителе тата предметсем вӗрентнӗ юратнă педагогсене тав тума сăлтав пулса тăрать.
Шкулăн историйӗ çав тери пуян. Архиври документсенчен пӗрремӗш шкула 1890 ҫулхи ноябрӗн 8-мӗшӗнче уҫни паллă. Ку вырӑсла-чӑвашла пӗрле вӗренекен чиркӳпе прихут шкулӗ пулнă.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче шкул ҫичӗ ҫулхи пулса тӑнă. Хальхи вӗрентӳ учрежденийӗн ҫуртне ун хыçççăн тата 30 ҫул ытла иртсен тунă. Ҫӗнӗ шкул ҫуртне Васнаççи чиркӗвӗн кирпӗччинчен тунă. Вăл Çӗнӗ Илтрекъелӗнче пулнă.
Вӑтам шкула ялта 1966 ҫулхи август уйӑхӗнче уçнă. Директор пулма Иван Миронкина çирӗплетнӗ. Ҫур ӗмӗр хушшинче шкулта вуншар директор улшăннă. Халь Кивӗ Илтрекъел шкулне Алексей Маклаков ертсе пырать. Вăл та çакăнтах вӗренсе тухнă.
Шкулта паян вăтăр çын ӗçлет. Вӗсенчен çирӗмӗшӗ – вӗрентекен. Учительсенчен кашнийӗ çак шкултах вӗреннӗ.
Ăста, пуян опыт пухнă педагогсен коллективӗ кирек мӗнле задачӑна та пурнăçлама пултарать. Пурте пултаруллă, ку чухнехи технологисене алла илнӗ.
Пӗлӳ парас ӗçре пӗтӗмпех вӗрентекенрен килет – унăн этем пахалăхӗнчен, ӗçе юратнинчен. Кивӗ Илтркъел учителӗсен пурин те кирлӗ категори пур. Çакă та вӗсем ачасене усӑллӑ, паха пӗлӳ пама тӑрӑшнине ҫирӗплетсе парать.
Учительсен ҫитӗнӗвӗн никӗсӗ вӗсен тӗлӗнмелле ӗҫченлӗхӗнче, пысăк тӗллев лартма пӗлнинче.
Юбилей паллă тăвакан шкул аслă пӗлӳ илсе, тăван ене таврăннă çынсемпе тивӗçлипе мăнаçланать. Вӗсен хушшинче:
отставкăри полковниксем Николай Мишанинпа Евгений Прокопьев, тава тивӗçлӗ строительсем Алексей Андреевпа Михаил Мишанин, баталист-çыравçă Анатолий Ефимов (Хмыт), ҫар медсестри, прапорщик, Афган вӑрҫин ветеранӗ Валентина Самохвалова, физикăпа коллоид химийӗн кафедрин доценчӗ, хими наукисен кандидачӗ Алексей Горбунов, Смоленскри ҫар академийӗн преподавателӗ Алексей Горбунов, юстици капитанӗ, Челябинскри ҫар гарнизон прокурорӗн аслӑ помощникӗ Дмитрий Альметкин, капитан, Ленинград облаҫӗнчи бронетанковӑй служба начальникӗ Кирилл Таиркин, ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионки, спорт мастерӗ Снежана Карпова, Хусанти 18-мӗш хула больницин врачӗ Николай Сухарев, Тутарстанри халӑхсен Ассамблей канашӗн ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Константин Яковлев, Алексей Киселев, Вячеслав Таиркин, Дмитрий Купцов, Андрей Пикалов, Сергей Маркитанов, Евгений Уфандеев, Любовь Сапожникова, Римма Ендерюкова усламçăсем, Валерий Сапеев, Александр Ижутов, Владимир Баландов фермерсем.
Вӗрентекенсен мӑнаҫлӑхӗ вăл вӗренекенсем. Кам пулӗç вӗсем, мӗнле çул суйласа илӗç – пӗтӗмпех учительтен килет. Ҫавӑнпа та вӗрентекен професси кӑна мар, Турă панă ӗç. Учитель пулса ӗçлес тесен, учитель пулса çуралмалла.
«Ял пурнăçӗ» хаçатран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев