Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу волонтерӗсем салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗпе 48-мӗш хут çула тухнă

Аксу районӗнчи волонтерсем апрелӗн 14-мӗшӗнче СВОна 48-мӗш пулăшу караванне ăсатрӗç. Хальхинче салтаксене кирлӗ япаласене вырăна çитерме пилӗк машинăпа (виççӗшӗ унтах ентеш-хӳтӗлевçӗсем валли юлӗç, иккӗшӗпе волонтерсем каялла таврăнӗç) Александр Убейкин, Алексей Макаров, Роман Сулейманкин, Алексей Петрянкин, Алексей Маклаков, Андрей Золин, Андрей Тимирясов тата Александр Семенов çула тухрӗç. Районта пурăнакансем вӗсене чӗререн тав тăваççӗ, аван кайса килме сунаççӗ.

Ку рейспа 13 салтак валли ятлă посылкăсем ăсатнă аксусем, кашнине 6-шар посылка тухать. Çавăн пекех район ятӗнчен тата 70 посылка пухса хатӗрленӗ. Водительсем çула тухсан вӗсем патне унччен чылайччен çыхăнăва тухман пӗр салтак шăнкăравланă, ăна та запас посылкăсенчен пӗри лекессине пӗлсен хӳтӗлевçӗ питӗ савăннă. Вăл Аксу районӗн пуçлăхне Алмаз Минвазыхович Мингулова, ашшӗ-амăшӗсене, тăванӗсене, волонтерсене, ачасемпе пенсионерсене – пулăшакансене пурне те – тав тунине видео ӳкерсе янă.

Çула тухнă волонтерсем çавăн пекех ачасем Мăнкун ячӗпе хатӗрленӗ саламлă çырусене, открыткăсемпе ӳкерчӗксене, илемлетнӗ çăмартасене те салатксем патне çитереççӗ. Уйрăмах Варвара Панковăна тав – вăл илемлетнӗ йывăç çăмартасене кашни посылка ăшнех чикнӗ.

Волонтерсем СВО зонине кашни каймассерен маскировка сетки илсе каяççӗ. Халӗ те акă 56 штук (пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 4032 тăваткал метр) илсе кайнă. Окоп çуртисемпе 3D-принтерпа пичетлекен изделисене те самаях хатӗрленӗ хальхинче. Салтаксем ыйтнă нумай хатӗрпе япала пур гуманитари пулăшăвӗ тиенӗ машинăсем çинче.

Гуманитари пулăшăвне «СВОих не бросаем Аксубаево» Пулăшупа тӗрев центрӗ (Аксури çар комиссариачӗ çумӗнче) пухса ăсатнă. Ку ӗçе Аксу районӗн пуçлăхӗ Алмаз Мингулов тата унăн çумӗ Ильшат Загидуллин та хутшăннă. Волонтерсем салтаксене кирлӗ япаласене пухма пулăшнă кашни çынна тав тăваççӗ.

Татьяна МАКСИМОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем