Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АКСУРА – АЛ ӖÇ КУРАВӖ

Çак кунсенче Аксу районӗн таврапӗлӳ музейӗнче ентешӗмӗрӗн, йывăçран касса кăларакан ӳнерçӗ-ăстаçăн Андрей Бикмуллинăн черетлӗ куравӗ уçăлнине хыпарлать «Ял пурнăçӗ» район хаçачӗ. Курава вăл хăй ăсталанă йывăç савăт-сапа, сехетсем, картинăсем, чӗнтӗрлесе ăсталанă сӗтелсем,  куçкӗскисем, портретсем (çав шутра И. Я.Яковлевăн та) тăратнă. 

Сăмах май, Андрей Бикмуллина районта лайăх пӗлеççӗ, унăн йывăç скульптурисем район центрне илем кӳреççӗ. Курава уçмашкăн автор хăй, унăн тăванӗсемпе çывăх çыннисем, шкул ачисем, «Надежда» центрăн пулăшăвӗпе усă куракансем, ăстаçăсем килнӗ. Музей ертӳçи Наталия Куштукова каланă тăрăх, курав апрель уйăхӗ вӗçӗчченех ӗçлет, унпа хуть кам та паллашма пултарать. 

Хамăр корр.

Сăнӳкерчӗк «Ял пурнăçӗ» хаçатăн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев