Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксура «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва 500 ытла çын хутшăннă

Шăматкун, февралӗн 10-мӗшӗнче, пур çӗрти пекех, Аксу районӗнче те «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» иртнӗ.

Пӗтӗм Раççейӗпе иртекен акцие аксусем йышлăн хутшăннă. Çанталăк шартлама сивӗ пулнине пăхмасăрах йӗлтӗрпе ăмăртма шкул ачисем те, ӗçлекен çамрăксем те, тивӗçлӗ канурисем те пуçтарăннă. Ăмăртăва районта 530 çын хутшăннă, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Сельская новь» хаçачӗ.


Пухăннисене Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Станислав Зайцев саламласа ăнăçу суннă хыççăн ăмăрту пуçланнă. Йӗлтӗрçӗсем ушкăнăн-ушкăнăн кашни хăй ӳсӗмӗнчипе палăртнă дистанцие чупса тухнă. Унтан çӗнтерӳçӗсене Мухтав хучӗсемпе медальсем парса чысланă. 


Ăмăртăва йӗркелекенсем çавăн пекех чи çамрăк тата чи аслă йӗлтӗрçе те палăртнă. Чи асли спорт ветеранӗ, Кивӗ Илтрекьелӗнчи шкулта физкультура вӗрентекен Владимир Альметкин пулнă-тăк, чи пӗчӗк йӗлтӗрçӗн ятне 4 çулти Сагдан Мартынов илме тивӗçнӗ çав кун.

З.Леонтьева («Сельская новь» хаçат) сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лыжня России