Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксури «Нежность» социаллӑ тивӗçтерӗвӗн комплекслӑ центрӗнче сусӑр ачасемпе çитӗннӗ çынсене килти ӗçе хӑнӑхтарасси çине пысӑк тимлӗх уйӑраççӗ

«Пӗр тан майсен çурчӗн» технологийӗпе ӗçлесе çемьепе ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑм специалисчӗсем ачасене хӑй тӗллӗн пурӑнмалли хӑнӑхусем параççӗ. Унта çӳрекенсем пӳрт-çурта тирпейлеме, ансат апат хатӗрлеме, лавккана, поликлиникӑна хӑй тӗллӗн çӳреме хӑнӑхаççӗ.

Черетлӗ занятире Екатерина Васильева волонтер атьсене чечек акма вӗрентрӗ. Кашни ӗçӗн хӑйӗн майӗ пур. Вӗтӗ-вӗтӗ пӗрчӗсене атьсем тӑрӑшса, пӗр сывламасӑр тейӗн, шӑрпӑк вӗçӗпе акрӗç. Пӑлханнипе питçӑмартисем те хӗрелсе кайрӗç. Майӗпен шӑварчӗç.


Волонтерпа пӗрле атьсем чечек оазисӗсем ӑсталарӗç тейӗн. Занятире çамрӑксем чечек акма çеç мар, тирпейлӗхе, тӳсӗмлӗхе вӗренчӗç. Вӗтӗ-вӗтӗ пӗрчӗрен илемлӗ çеçке çуралса пире савӑнтарать. Çак савӑнӑç пурне те çутçанталӑка юратма, упрама хистет.


Чечек вара вӑрӑ пӑрахнипе кӑна ӳсмест. Ӑна пӑхса, шӑварса, касса тӑмалла, вӑхӑтлӑ урӑх çӗре куçармалла. Çапла ӳсен-тӑран аталаннине курса тӑрса ачасем хӑйсем те çутçанталӑк асамлӑхӗпе çыхӑннине туяççӗ.


«Пӗр тан майсен çурчӗн» технологийӗпе ӗçлесе çемьепе ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑм специалисчӗсем ачасене хӑй тӗллӗн пурӑнмалли хӑнӑхусем параççӗ. Унта çӳрекенсем пӳрт-çурта тирпейлеме, ансат апат хатӗрлеме, лавккана, поликлиникӑна хӑй тӗллӗн çӳреме хӑнӑхаççӗ.


Ольга МАКАРОВА.


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев