Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксури Уяв яланхи пекех чаплă иртрӗ

Июлӗн 2-мӗшӗнче Аксури тӗп майданра районти Уяв иртрӗ. 10 сехетре пуçланчӗ мероприяти, халăх вара самай маларах пуçтарăнма пуçларӗ праçник иртекен вырăна. Курмалли, паллашмалли кăçал та пайтахчӗ – чăваш йăли-йӗркине, пурнăçне, ӗçне-хӗлне кăтартакан кил-çуртсене хатӗрлес ӗçе районти кашни ял хутлăхӗ хутшăннă. 

Уяв яланхи пекех чаплă прологран пуçланчӗ. Палăртса хăварас килет, Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн А.С.Тимирясов ертсе пыракан культура уйрăмӗн тата О.В.Копанева ертсе пыракан Культура çурчӗн ӗçченӗсем хăть мӗнле мероприятие те çӳллӗ шайра ирттереççӗ. Хатӗрленнӗ чух кашни вак-тӗвеке шута илнӗрен, культура ӗçченӗсен коллективӗ профессионаллă пулнăран праçниксем ялан чаплă иртеççӗ районта. Хальхинче те çаплах пулчӗ. Районти фольклор, ача-пăча коллективӗсем хутшăннипе хатӗрленӗ театрализациленӗ композицие пуçтарăннă халăх сывламасăр тенӗ пек тимлӗн пăхса ларчӗ. Çакăн евӗрлӗ уявсенче кашниех тăван халăхăн культури еплерех пуяннине туйса илет, мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йӗркисене тарăнрах тӗпчес килет. 
Пролог вӗçленсен тӗп сцена çине Уявăн хисеплӗ хăнисем тухрӗç. Вӗсен шутӗнче Аксу районӗн пуçлăхӗ К.К.Гилманов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем А.А.Тарханова тата Ш.Г.Ягудин, «Самаренкин» хресченпе фермер хуçалăхӗн пуçлăхӗ А.К.Самаренкин, Ульяновск облаçӗнчи Димитровград хулин пуçлăхӗ А.Н.Большаков, ТР ЧНКА представителӗсем К.А.Малышев тата В.М.Юнусова, Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Р.Н.Чентаева пулчӗç. 
Чи малтан пурне те район пуçлăхӗ К.К.Гилманов саламларӗ. Вăл Аксу районӗнче чăваш, тутар, вырăс тата ытти халăхсем туслăн пурăнни, хуть мӗнле ӗçе те пӗрле туни пирки каларӗ. Чăвашсене уйрăмах мухтарӗ Камиль Камалович, пур ӗçре те, культура мероприятийӗсенче те вӗсем малта пулнине палăртрӗ. Унтан районта чăваш культурине аталанатарас ӗçе пысăк тӳпе хывакан «Палан» ансамблӗн ертӳçине Елена Айдовăна (Кивӗ Ӳсел), «Хамăр ял» тата «Çăлкуç» ансамбльсен ертӳçине Тамара Андреевăна (Беловка) Хисеп хучӗпе, районти пӗлтерӗшлӗ мероприятисене ирттерме хастар хутшăнакан район пуçлăхӗн çумне Ильшат Загидуллина, «Нежность» центр директорне Танзиля Габдрахмановăна, Аксу вăрман хуçалăхӗн ертӳçине Андрей Ильмухина, Аксури В.Тимирясов ячӗллӗ 1 № шкул директорне Алексей Сударева, Кивӗ Саврăш ял хутлăхӗн пуçлăхне Андрей Кузьмина Тав хучӗпе чысларӗ. «Саврăшпуç кинемийӗсем» ансамбль, унта çӳрекен Нина Максимова, Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев, Савгачево шкулӗн директорӗн çумӗ Владимир Егоров, Евгений Мадуров таврапӗлӳçӗ, районти чăваш çамрăкӗсен кураторӗ Елизавета Сычева, шкулта вӗренекен Вероника Мудрова, Анастасия Айдова, Антон Айдов, Юлия Погодкина, Денис Аниськин, Нурия Нутфуллина ТР ЧНКА Канашӗн Тав хучӗсене тивӗçрӗç. Беловкăра пурăнакан ӗç ветеранӗ Валентина Селиванова вара «Сувар» хаçатăн Тав хутне илме тивӗçлӗ пулчӗ. 
Хисеплӗ хăнасем пурте сăмах каларӗç, кашниех йăла-йӗркене упрани хальхи саманара питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗç. Унтан вӗсем районти фольклор, ача-пăча ушкăнӗсемпе пӗрле алăран алла тытса Уяв картине тăчӗç, юрă юрласа утрӗç. Уяв карти тӗлӗнмелле пысăкчӗ, калăн республикăри пӗтӗм чăваш кунта. Хăнасем майданра вырнаçнă тӗрлӗ темăллă çуртсене те курса çаврăнчӗç. Кунта чăваш йăли-йӗрки, утарçă, пулăçă, библиотека, çăкăр пӗçерекен, Славутница ăстаçă çурчӗсем, мунча тата ытти те пурччӗ. Ачасем валли вылямалли, ташлас текенсем валли ташă площадкисем ӗçлерӗç. Районти юрă-ташă коллективӗсем пӗрин хыççăн тепри сцена çине тухса хăйсен пултарулăхӗпе куракансене паллаштарчӗç. Официаллă пай вӗçленсен те халăх Уяв лапамӗнчен саланма васкамарӗ. Ара, районти халăха çакăн пек пӗр çӗре пухăнма май паракан пысăк мероприятисем кăçаллăха вӗçленчӗç.
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Уяв 2022