Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АЛĂПА ТЫТСА ПĂХНИНЕ МӖН ÇИТТӖР?

Ача садне çӳрекенсем ӗç хатӗрӗсемпе паллашрӗç

Хальхинче П.Дементьев музейӗнче ирттернӗ «Авалхи япаласем» урока Çӗнӗ Упири ача садне çӳрекен шăпăрлансем килчӗç, авал усă курнă йăлари япаласемпе паллашрӗç. «Ку тата мӗн? Мӗн валли?» – евӗрлӗ ыйтусем çине хурав шырарăмăр.

Çу уçламалли хатӗрпе паллашнă май сӗтел çине услам çу епле лекнине пӗлчӗç. «Эй,Турă, тупата, ик урара çăпата» юрăри сăмахсем ташша чӗнеççӗ. Ачасем çăпатана алла тытсах паллашрӗç, çавăрса пăхкаларӗç, тăхăнса та пăхрӗç.

  Ӗлӗк-авал алă арманӗ кашни кил хуçалăхӗнче пулнă. Тырă авăртса çăнăх хатӗрленӗ. Пӗчӗккисем ӗç хатӗрне çавăрса та илчӗç, вăй-хал самай  кирлӗ иккен авăртма. Тарламасăр ӗç тухмасть.

Паян пур япалана та автоматизаци ылмаштарса тăрать. Мăн асаттесем йывăçран ăсталанă нумай ал ӗç хатӗрӗ паян манăçа тухса пырать. Сахал камăн сыхланса юлнă. Аслисен вара çитӗнекен ăрăва авал усă курнă хатӗрсемпе паллаштарсах тăмалла. Ӗç хатӗрӗсем историе кӗрсе юлаççӗ. Иртни ӳкерчӗксенче кăна ан юлтăр, куçпа курса, алăпа тытсах паллашнине нимӗн те çитмест. Курни-илтни çитӗнӗкен ăрура ырăлăх хăвартăрччӗ.

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев