Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Александр Егоров иеромонах февралӗн 15-мӗшӗнче Элшел (Пăва районӗ) чиркӗвӗнче юлашки хут «Сретение Господне» кӗлӗ ирттерчӗ

Эпир, Элшел чиркӗвне çӳрекен тăхăрьялсем, Александр аттене (Александр Борисович Егорова) тав туса çирӗп сывлăх, телейӗ ăçта пулсан та халăхшăн, Турăшăн нумай-нумай çул ӗçлеме сунатпăр.


. 13 çул тăрăшрӗ вăл кунта. Сăваплă ӗçе малашне Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи тăван ялӗнчен инçе мар чиркӳре тăсӗ.
Элшел чиркӗвне çӳрекенсем эпир çак хыпара илтсен питӗ хурлантăмăр, ун вырăнне кам килӗ-ши тесе пăшăрхантăмăр. Пирӗнпе сывпуллашса калаçнă чух пачăшкăн хăйӗн те чунӗ хурланчӗ.
Александр атте Элшел чиркӗвне пӗрчӗн-пӗрчӗн пуçтарчӗ темелле пуль: чӳречисене, урайне, пăлтăрне улăштарчӗ, йӗри-тавра карта тыттарчӗ, çумне пусă чавтарчӗ, хăй пурăнакан çурта та тирпейлӗн пăхса тăчӗ... вăл мӗн-мӗн тунине çырса та пӗтерме çук. Ун пек пачăшка элшелсем хальччен курман.
Александр атте ӗçлеме тытăнсан пӗтӗм Тăхăрьял çамрăкӗ чиркӗве çӳреме пуçларӗ. Элшелсемсӗр пуçне раккассисем, киштексем, мертлӗсем, шемексем, пăрăнтăксем пӗр пысăк праçникре те чиркӗве килмесӗр юлмаççӗ.
Пачăшкăмăр 43-ре кăна пулсан та кашни çынна итлеме, кирлӗ канаш пама пӗлет. Хăйӗн пӗтӗм çемйи чиркӗве пулăшса тăчӗ. Амăшӗ Клавдия Семеновна акă, 2008 çултанпа чиркӳре турăшсем, çуртасем сутрӗ. 2020 çулта вăхăтсăр вилсе кайнă хыççăн ӗçе пачăшкăн пӗртăванӗ Галина Борисовна илсе пырать. Александр атте пулăшу ыйтса пынă çынна пӗрне те тимлӗхсӗр хăвармарӗ, пӗр сăмахсăрах укçан пулăшу пачӗ.
Эпир, Элшел чиркӗвне çӳрекен тăхăрьялсем, Александр аттене (Александр Борисович Егорова) тав туса çирӗп сывлăх, телейӗ ăçта пулсан та халăхшăн, Турăшăн нумай-нумай çул ӗçлеме сунатпăр.
Лидия ВАСИЯРОВА.
Пăрăнтăк станцийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев