Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Александр Малькевич Константин Малышев ыйтăвӗ çине хурав пачӗ

Таса мар конкуренципе çыхăннă пулăмсем 90-мӗш çулсен вӗçӗненпех тăсăлаççӗ, тӗслӗхрен суйлав бюллетеньне партин спойлерӗсене, чăн кандидатпа юнашар унăн «йӗкӗрешӗсене» кӗртесси

Хусанти «Татмедиа» информаци агентствинче йӗркеленӗ Пӗрлехи информаци центрӗпе видеоконференци мелӗпе çыхăннă Раççей Обществăлла палатин Информаци пӗрлӗхӗсене, массăлла хыпар хатӗрӗсемпе массăлла коммуникацисене аталантарас енӗпе комиссийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, «Хулари телевидени тата радиовещани агентстви» АО («Санкт-Петербург» телеканал) генеральнăй директорӗ Александр Малькевич «Сувар» хаçат журналисчӗн Константин Малышевăн ыйтăвне те хуравларӗ.

«Пирӗн çӗршывра суйлав законодательстви çулсерен çӗнлет, йӗркесем улшăнса пыраççӗ. Анчах та таса мар конкуренципе çыхăннă пулăмсем 90-мӗш çулсен вӗçӗненпех тăсăлаççӗ, тӗслӗхрен суйлав бюллетеньне партин спойлерӗсене, чăн кандидатпа юнашар унăн «йӗкӗрешӗсене» кӗртесси. Сирӗн Питӗр хулинче те пур кун пек тӗслӗхсем, пирӗнпе кӳршӗллӗ регионсенче те. РФ Общество палати çакăн çине мӗнле те пулин витӗм кӳме палăртать-и?», – ыйтрӗ Константин Анатольевич.

«Ку ыйтăва Тӗп сулав комиссийӗ çӗнӗрен суйланнă Дума умӗнче тăратмалла тесе шутлатăп. Общество палати ку йӗркесӗрлӗхпе килӗшме пултараймасть», – пулчӗ хурав.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев