Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей Московский Хусанти фестивалӗн хăни пулать

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче хусанти Галиаскар Камал театрӗ умӗнчи фонтан патӗнче «Мозаика культур» ятлă конфессисем хушшинчи фестиваль иртет. Ăна ТР Халăхсен Ассамблеипе Туслăх Çурчӗ Культура министерстви пулăшнипе йӗркелеççӗ.

Халăхсем хушшинчи уяв урамра иртнипе унта эстрада çăлтăрӗсене те чӗннӗ. Сăмахран тутарсен паллă юрăçӗ Ильсия Бадретдинова хутшăнать унта тата Чăваш Республикикн тава тивӗçлӗ артисчӗ Алексей Московский. Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн инстаграм-страницинчи пӗлтерӳ çине шăпах çапла çырса хунă. Тинех панă иккен хисеплӗ ята пирӗн эсрада çăлтăрне! Тахçанах тивӗçлӗ.  

«Мӗнле сисмесӗр юлтăмăр-ха эпир Алексея хисеплӗ ят панине?» тесе чăваш эстарда çăлтăрӗн страницине уçса пăхрăмăр. Унта ЧР Культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ тесе çырнă. Артистпа хăйӗнпе çыхăнса пулмарӗ. Илнӗ пулсан, çырса хуратчӗ пуль ӗнтӗ. 

Йăнăшнă, мар, васканă пулмалалла кăштах Хусанти уява йӗркелекенсем. Шанатпăр, Алексей часах çак ята илессе, пултарулăхра ăнăçу сунатпӗр. Унăн юррисене итлесе савăнма пурне те сентябрӗн 11-мӗшӗнче 14:00 сехтре Г.Камал ячӗллӗ тетар умне чӗнетпӗр. Ăшăрах тăхăнăр, çумăртан хӳтӗленмелли япаласем илӗр, çанталăк +14 градус кăна кăтартать. Апла пулин те вăл Хусан варринче чăваш юррисене итлеме кансӗрлеймӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев