Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей Московскийпа дуэт ҫыртартӑмӑр

Ҫак юрӑ каччӑпа хӗр хушшинчи юрату ҫинчен. Ӑна пирӗн атте-аннесем ҫамрӑк чухне юрланӑ...

Эпӗ Екатерина Воробьева, хӗр чухнехи хушамат Лашманова. Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑра ҫуралнӑ, анчах пурӑнма Чӗмпӗрте пурӑнатӑп.

Ачаранах пӗлеттӗмччӗ хамӑн пурнӑҫа юрӑ-кӗвӗ пултарулӑхӗпе ҫыхӑнтарасса. Эпӗ тӗрлӗрен мероприятисене ертсе пыракан пулса ӗҫлетӗп, вырӑсла тата чӑвашла юрлатӑп.
Паян сире хамӑн ӗмӗт пурнӑҫланни ҫинчен каласа парас килет. Ӗмӗтсем пурнӑҫланаҫҫӗ, вӗсене шанмалла кӑна.
Нумаях пулмасть Инстаграмра чӑваш эстрадинчи чи паллӑ юрӑҫпа Алексей Московскипе паллашрӑм. Эпӗ тахҫанах унӑн пултарулӑхне сӑнаса тӑратӑп, 2007 ҫултанпах унпа пӗрле юрлама е юрӑ ҫыртарма ӗмӗтленеттӗм.
Инстаграмра ҫӑлтӑрпа тӳрех пӗр чӗлхе тупрӑмӑр. Эпӗ ӑна хам ҫырнӑ юрӑсене ярса пама тытӑнтӑм. Вӑл вӗсене нумай итлерӗ. "Кирлӗ марччӗ пире паллашма" юрра суйласа илчӗ. Ҫак юрӑ ӑна питӗ килӗшнӗ. Мана та вӑл питӗ килӗшет. Ҫак юрӑ каччӑпа хӗр хушшинчи юрату ҫинчен. Ӑна пирӗн атте-аннесем ҫамрӑк чухне юрланӑ...
Каярах Алексей ӑна Шупашкарти Алексей Кошкин аранжировщика кӑтартнӑ, лешӗ вӑйлӑ фонограмма ҫыртарнӑ. Палӑртнӑ кун эпӗ Шупашкара кайрӑм, Алексейпе пӗрле юрра студире ҫыртартӑмӑр. Ҫапларах ӗмӗтсем пурнӑҫланаҫҫӗ! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев