Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей Шадриков килессине пӗлсен хытӑрах ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр

Ӑна жюри председателӗ пулма явапларӑмӑр. Эстрада ҫӑлтӑрӗ хаваспах килӗшрӗ. Наци радио редакторӗ Алексей Александров вара концерта ертсе пыма кӗрӗшрӗ

  Финала куҫарни
Малтан эпир Тутарстанри чӑвашсен юрӑ конкурсне апрелӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетесшӗнччӗ. Анчах Чӑваш чӗлхи кунне тепӗр конкурса – "Чӑваш пикине" ирттерме палӑртнине кура, васкас темерӗмӗр, финалистсен Гала-концертне июнӗн 10-мӗшне куҫартӑмӑр. Унта хутшӑнакансене Алексей Наумов юрӑҫ тата компрзитор ертсе пыракан конкурс комиссийӗ суйласа илчӗ. Пурӗ 10 юрӑ, юрлаканнисем – 25-ӗн. Кайран пӗр ансамбль тухса ӳкрӗ. 
Вӗсен хушшинче виҫӗ ҫӗнтерӳҫе​ суйлама ТР Культура министерстви ҫумӗнчи "Таткультрессурсцентр" специалисчӗсем ҫителӗксӗр пулчӗҫ, Шупашкартан ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Алексей Шадрикова​ ятарласа чӗнтӗмӗр. Ӑна жюри председателӗ пулма явапларӑмӑр. Эстрада ҫӑлтӑрӗ хаваспах килӗшрӗ:
"Тутарстан яланах мӗн-тӗр ҫӗннипе тӗлӗнтерет. Килеп", – терӗ кӗскен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев