Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

​Алёшин Саплăкри Журавлевсемпе Порфирьевсем – çамрăксемшӗн тӗслӗх

КИЛӖШӲПЕ ЮРАТУ ПУЛСАН ÇЕМЬЕ ТЕЛЕЙЛӖ

Нумаях пулмасть Алешкин Саплăкри Культура çуртӗнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă мероприяти иртрӗ. Уявра нумай çул пӗр-пӗринпе килӗштерсе те юратса пурăнакан çемьесене чысларӗç. Уява икӗ çемье килнӗччӗ: Иван Андреевичпа Зинаида Михайловна Журавлевсем тата Николай Ивановичпа Лидия Ивановна Порфирьевсем.

1968 çулхи майăн 1-мӗшӗнче Алешкин Саплăк ялӗнче Николайпа Лидия Порфирьевсен çемйи çуралнă. Юратупа чăмăртаннă çемьере 5 ача çут тӗнчене килнӗ. Çемье пуçӗ, Николай Иванович, ӗмӗр тăршшӗпех тăван колхозра вăй хунă, çакăнтанах тивӗçлӗ канăва тухнă. Ӗçтешӗсем хушшинче тӳрӗ кăмăлпа, ӗçченлӗхпе, тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Халӗ те ватăлтăм тесе пуçа усса лармасть кил пуçӗ. Ялти библиотекăна тăтăшах çӳрет. «Кӗнеке вуламасан апат çимен пекех туйăнать», – тет шӳтлесе. Ялти чи ватă тата хастар вулавçăсенчен пӗри шутланса тăрать вăл. Культура çуртӗнче иртекен концертсене те хаваспах хутшăнать. Вăл шăрантаракан юрăсене ял халăхӗ итлеме кăмăллать. «Талантлă çынсем пур енӗпе те талантлă», – тесе ахальтен каламаççӗ çав халăхра. Николай Иванович Порфирьев çинчен те çакнах шантарса калама пултаратăп.

Мăшăрӗ, Лидия Ивановна, тӗлӗнмелле уçă хӗрарăм. Чăн-чăн çемье управçи тесе калама пулать ун пирки. Лăпкă кăмăллă, çепӗç чун-чӗреллӗ, ӗçлеме те ӳркенсе тăмасть. Ун аллинче çӗр тӗрлӗ ӗç вӗрет. «Алăра ӗç вӗремесен, хуранра яшка вӗремӗ», – текен ваттисен сăмахне яланах асра тытса пурăнать вăл. Лидия Ивановна тӗрлӗ çӗрте вăй хунă, тăрăшнă. Шкул пӗтернӗ хыççăнах колхоз ӗçне кӳлӗннӗ, пăрусем пăхнă çӗрте тăрăшнă. Тивӗçлӗ канăва та çакăнтанах тухнă.

Лидия Ивановнăпа Николай Иванович пӗрле нумай йывăрлăха парăнтарнă. Ачисене тӗрӗс воспитани парса ӳстернӗ ашшӗпе амăшӗ​ паянхи кун телейлӗ асаттепе асанне тата кукамайпа кукаçей.

Иванпа Зинаида Журавлевсем 1972 çулхи февралӗн 14-мӗшӗнче пӗрлешсе çемье çавăрнă. Журавлевсем тăватă ачана кун çути парнеленӗ. Чун тӗпренчӗкӗсене ырă кăмăл-туйăм, тӗрӗс ăс-хакăл парса çитӗнтернӗ. Ачисем паянхи кун хăйсем те ăшă йăва çавăрнă, телейпе тата юратупа тултарнă. Ашшӗпе амăшне 9 мăнук парнелеме те ӗлкӗрнӗ.

Журавлевсен туслă çемйи ялта чи хисеплӗ çемьесен шутӗнче тăрать. Иван Андреевич выльăх-чӗрлӗх тухтăрӗ, зоотехник пулса тăрăшнă. «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекенӗ» ята та тивӗçнӗ вăл. Нумай çул хушши «Дружба» колхоза ертсе пынă. Хастар ӗçленӗшӗн ăна нумай хутчен Хисеп хучӗпе чысланă. Иван Андреевичăн​ ятне республикăри Хисеп кӗнекине те кӗртнӗ.

Мăшăрӗ, Зинаида Михайловна, ăшпиллӗ кил хуçи, çуртри юратупа туслăха вăл упраса пурăннă тесен те йăнăш пулмӗ. Ӗмӗр тăршшӗпе яваплă ӗçсенче тăрăшнă. Шанса панă тивӗçне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă. Бухгалтер, библиотека заведующийӗ, секретарь пулса ӗçленӗ. Çемьери ырă хутшăнусем ытларах хӗрарăмран килнине те палăртрӗ Зинаида Михайловна.

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ П.Н.Артемьев мăшăрсене пӗлтерӗшлӗ уяв ячӗпе саламларӗ, Тав хучӗ тата чечек çыххи парса чысларӗ. Вӗсем çамрăксемшӗн чăннипех те ырă тӗслӗх пулнине палăртрӗ.

– Çулсем иртнишӗн ан кулянăр, ăна тытса чараймăн. Пуçăра кӗмӗл тӗс çапнă пулин те, сирӗн куçăрсем сӳнми çăлтăр пек ялкăшаççӗ, вӗсенче​ юрату палли курăнать. Ватлăх алăкран шакканă пулин те, эсир пӗр-пӗриншӗн тӗрев пулса пурăнни – калама çук пысăк телей! – терӗ Петр Николаевич. ​

Культура ӗçченӗсем те парăмра юлмарӗç, илӗртӳллӗ мăшăрсене хаваслă юрă-кӗвӗпе савăнтарчӗç.

Наталия КЛЕМЕНТЬЕВА,

Алешкин Саплăкри Культура çурчӗн заведующийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X