Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аллă тăхăр пăши те вун виçӗ хир сысни

​​​​​​​Тутарстанра тискер чӗрчунсене таптасси тăтăшланнă. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем хăйсем сасартăк иртсе пыракан машина умне сиксе тухаççӗ. Симӗс çатралăх çул çумӗнчех пулсан, руль умӗнче пыракан водителӗн умне сасартăк сиксе тухнă чӗрчунран пăрăнса ӗлкӗрме е чарăнма 2-3 çеккунт çеç юлать. Каçхи вăхăтра аварирен пăрăнма шанăç çукпа пӗрех. Çавăнпа кустăрма айне нумай чӗрчун çакланать те.

ТР Биорессурсӗсен патшалăх комитечӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тăрăх, 2022 çулта Тутарстанра 59 пăшине, 29 хир качакине, 13 хир сыснине машинапа çапса ӳкернӗ. Ку эрнере çул-йӗр пăтăрмахӗнче хир сысни аманса вилнӗ, иртнӗ эрнере – пăши.

Çакнашкал пăтăрмахра пурпӗрех айăплă пулнине пӗлекен водительсем, машини ытла сиенленмен пулсан, авари вырăнӗнчен тараççӗ. Мӗншӗн тесен пысăк чӗрчунсене ăнсăртран вӗлернӗшӗн штраф пӗчӗк мар. Кунта тата машинуна та хăвăн шутăнтан юсаттармалла.

Пӗлтӗр Тутарстанри çулсем çинче машинăсем 95 пăши çине пырса кӗнӗ, 25 хир качакине персе ӳкернӗ, 45 кабана таптанă, 2 марал пăланне вӗлернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев