Ама хупаххи чечеке ларнă-тăк, ака уйăхӗ ăшă пулать
Пуш уйăхӗн 31-мӗшӗ – Иоанн. Ама хупаххи чечеке ларнă-тăк, ака уйăхӗ ăшă пулать. Çак кун хăнана каймаççӗ, хăв телейне ют çуртра хăварма пултаран теççӗ. Çынна кивçен укçа пама та, илме те юрамасть.
• Ака уйăхӗн 1-мӗшӗ – Дарья. Çурхи шыв шавласа юхать пулсан – çулла курăк аван çитӗнет. Çак кун çанталăк мӗнле – юпа уйăхӗн 1-мӗшӗнче те çапла пулать. Çумăр çусан çулла çумăрлă та сивӗ пулать.
• Ака уйăхӗн 2-мӗшӗ – Фотинья. Пусăран ăснă шывпа çăвăнмалла – вăл çак кун уйрăмах сиплӗ теççӗ. Çумăр çусан çулла тухăç ăнса çитӗнет. Ирпе тăм ӳкнӗ-тӗк – сивӗсем тата пулаççӗ-ха.
• Ака уйăхӗн 3-мӗшӗ – Кирилл. Ку эрнере хӗвеллӗ çанталăк тăрсан çулла ăшă пулать, – сивӗ-тӗк – çулла та сивӗ пулӗ. Шапасем хыттăн кваклатаççӗ – ăшăтасса. Çумăр çуни – тухăç ăнса пуласса.
• Ака уйăхӗн 4-мӗшӗ – Василий. Хӗвеле сăнамалла: енчен те вăл тухнă чух хӗрлӗ ункăсемпе тухать – кăçал тухăç лайăх пулать. Тӳпере кăвак пӗлӗтсем шуни – ăшă пуласса тата çумăра. Кăткă йăви çинчи юр çурçӗр енчен малтан ирӗлет пулсан – çулла ăшă пулать тата вăрăма тăсăлать.
• Ака уйăхӗн 5-мӗшӗ – Никон. Пӳрт-çурта тасатмалли, кăмака шуратмалли вăхăт. Çурçӗртен çил вӗрни – çулла сивӗ пуласса. Ама хупаххи чечеке ларчӗ-тӗк – сивӗсем иртсе пыраççӗ эппин.
• Ака уйăхӗн 6-мӗшӗ – Артемон. Каçпа ăшă-тăк – çуркунне те ăшă. Çак кун çумăр çусан – выльăх-чӗрлӗхшӗн лайăх çул; юр çусан – хуратул ăнса çитӗнет; сивӗ пулсан – сӗлӗпе виртен пысăк тухăç кӗтмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев