Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аманнă салтак тимлӗхсӗр ан юлтăр

Чăваш Ен делегацийӗ Санкт-Петербургри çарпа медицина академийӗнче сипленекен ентешсем патӗнче пулса кашни салтака кучченеç пачӗç. Чи хаклă парне – ачасен çырăвӗ.

Санкт-Петербургри çарпа медицина академийӗнче сипленекен ентешсене хавхалантартăмăр

Чăваш Республикин делегацийӗ Атте кунӗ умӗн «Салтака – парне» акци шайӗнче Санкт-Петербургри С.М.Киров ячӗллӗ Çарпа медицина академийӗнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса аманнисене гуманитарлă пулăшу пачӗ. Ырă ӗçе пуçараканӗ – Чăваш Республикинчи Хӗрарăмсен союзӗ. Ăна регион Правительстви те тӗрев панă. Çавăн пекех акцие Шупашкарти, районсенчи волонтерсем хутшăннă, вӗсем парнесем пухса хатӗрлеме пулăшнă. Санкт-Петербургра ку пуçарăва вырăнти ЧНКА тӗрев панă, вӗсем хăйсем те июнь уйăхӗнченпе кунта сипленекен ентешсене пулăшаççӗ.

Чăваш-делегатсене Çарпа медицина академийӗн пуçлăхӗн çумӗ, РФ Оборона министерствин Сиплевпе диагностика центрӗн пуçлăхӗ, медицина службин полковникӗ Виталий Маркевич кӗтсе илчӗ, центр ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Аманнисемпе РФ Патшалăх Думин депутачӗ Алла Салаева, ЧР Хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева, Санкт-Петербургри ЧНКА хастарӗсем Валериан Гаврилов, Евгений Павлов тата Олег Капитанов тӗл пулчӗç. 

Наталья Николаева çар çыннисене Чăваш Енре «Салтак патне çырнă çыру» акци иртни пирки каласа пачӗ, хăш-пӗр çырăвӗсене вуласа та пачӗ. Унтан Наталья Алексеевна салтаксене парне валеçрӗ. Кучченеçлӗ 600 пакета тултарма «Акконд» АО, Чăваш кӗнеке издательстви тата шкул ачисем пулăшнă. Пылак çимӗç, кӗнекесем тата ачасем çырнă çырусене кунта сипленекен кашни салтака салатса пачӗç. 

«Кашни пакетрах ачасен çырăвӗ пур. Пирӗн ачасем ентешӗсем валли кăна мар, Раççейӗн пур салтакӗ валли те çырчӗç çырусем. Паян ачасем çырнă çак çырусене вуласа кашни салтак хăй кама хӳтӗленине чунпа туйрӗ пуль, акă вăл вăй-хал паракан энергетика», – терӗ Алла Салаева.  

«Санкт-Петербургра наципе культура пӗрлешӗвӗсем 125 ытла, вӗсем пурте ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма тăрăшаççӗ. Паян, салтаксемпе тӗл пулсан, вӗсем пире тӗрев панине туятпăр терӗç, çавăнпа та Тăван çӗршыва хӳтӗлесси – тӗрӗс утăм иккенне, кашни çыннăн гражданла тивӗçӗ пулнине палăртрӗç», – пӗлтерчӗ Олег Капитанов. 

Алла Салаевăпа Наталья Николаева аманнă ентешсемпе – Дмитрий Ястребцевпа, Николай Фоминпа, Андрей Андреевпа, Дмитрий Любимовпа – калаçрӗç. Вӗсем чăн-чăн паттăрсем, Чăваш Енӗн тивӗçлӗ ывăлӗсем. 

Дмитрий Ястребцев, тӗслӗхрен, Патăрьел районӗнчен. Ятарлă çар операцине хăйӗн ирӗкӗпе кайнă. Пӗр çапăçура унăн бригади миномет вучӗпе беспилотниксен атаки айне лекнӗ. Уринчен йывăр аманнă. Çапах та шăлне çыртса урине жгутпа çыхнă та хăйне хăй ыратнине лăплантаракан укол тунă, хӗç-пăшалне пăрахмасăр 2 километр хăйсен позицийӗ еннелле шунă. Çемьеллӗ, ывăлӗ 4 çулта, арăмӗпе иккӗмӗш ача кӗтеççӗ. 

Андрей Андреев Етӗрне районӗнче çуралса ӳснӗ, Çӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ. «Атăл» батальона хăй ирӗкӗпе кайнă. Çемьеллӗ, 4 ача ашшӗ. Аслă ывăлӗсем иккӗшӗ полицире ӗçлеççӗ, хӗрӗ медицина колледжӗнче ăс пухать. Кӗçӗн ывăлӗ инвалид, Шупашкарти шкул-интернатра вӗренет. 

Дмитрий Любимов Шупашкарта çуралса ӳснӗ. Контрактник, гварди матрос. Çапăçусен ветеранӗ, ăна Паттăрлăх орденӗпе тата Суворов медалӗпе наградăланă. Ятарлă çар операцийӗнче май уйăхӗнченпе. Июнӗн 21-мӗшӗнче икӗ çамрăк салтака хăтарнă чух кассетăллă мина çине пырса кӗнипе йывăр аманнă. Дмитрийӗн шалти органӗсенчен, алли-уринчен мина ванчăкӗсем кăларнă, чӗрине кăткăс операци тунă. Икӗ хутчен пурнăçпа вилӗм хушшинче пулнă. Майӗпен ăнӗ таврăнма пуçланă, унăн чылайччен сипленме тивет – çӗнӗрен çиме, калаçма, утма вӗренмелле...

Николай Фомин Çӗмӗрле районӗнче çуралнă, каярах çемйипе Канаш районне пурăнма куçнă. Училище хыççăн салтака кайнă, Саратов облаçӗнчи 360-мӗш çыхăну полкӗнче çар вӗренӗвӗнче пулнă. 2009 çулта  Хусанти 26-мӗш спецназ отрядӗнче службăра тăма контракт тунă. Аслă сержант. Çар заданине пурнăçланă чух аманнă. Çемьеллӗ. 

Чăваш Ен хӗрарăмӗсен юхăмӗн хастарӗсем Питӗрти чăвашсене акцие ирттерме пулăшнăшăн тав турӗç, академире сипленекен ентешсене пӗтӗм чăваш халăхӗн ятӗнчен хăвăртрах сывалма сунчӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество