Сувар

Амăшӗ ывăлне пуртăпа çапса вӗлернӗ

Хаяр Иванăн кинори каларăшӗ аса килет ку чухне: «Эпӗ сана çуратрăм, эпех тӗп тăватăп!»

Майăн 25-мӗшӗнче Аксури Терешкова урамӗнчи пӗр çуртра пуçне çапса çурнă арçын виллине асăрханă йӗркене сыхлакансем. Хурахла ӗçе тунă çынни те çавăнтах пулнă, ниçта та тарман. Ку вăл 36 çулхи арçыннăн амăшӗ пулнă. Ăна Уголовнăй Кодексдăн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (çынна вӗлерни) айăплама пултараççӗ. Хаяр Иванăн кинори каларăшӗ аса килет ку чухне: «Эпӗ сана çуратрăм, эпех тӗп тăватăп!»
Следстви версийӗпе 24-мӗшӗнче çемье ывăлӗн çуралнă кунне паллă тунă пулнă. АНчах ир енне амăшӗпе ывăлӗ эрехе пула хирӗçсе каяççӗ. Ывăлӗ амăшне сăптăрса пăрахать те килтен хăваласа кăларса ярать. Кăштах вăхăт иртсен хӗрарăм килне таврăнать те ывăлӗ çывăрса выртнине курать. Сӗтел çинчи кӗленчесенчи пӗтӗм эрехе ӗçсе янă пулнă лешӗ. Тарăхса кайнипе мухмăрлă амăшӗ пуртă тытать те тăватă хутчен ачин пуçӗнчен çапать. Çакăн хыççăн тунă ӗç пирки кӳршисене кайса каласа парать.

Следстви тӗпчевӗ вӗçленмен-ха.  

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: