Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫамрӑк ӑстасем мӗнле ӑмӑртнине экспертсем тата камерӑсем кӑна курма пултарӗҫ

Камерӑсем видеона ӑмӑртусем пынӑ хушӑра талӑкри 24 сехетре ӳкерсе тӑрӗҫ

 

"Ҫамрӑк профессионалсем" (WorldSkills Russia) VIII наци чемпионачӗн финалне тухмалли суйлав турӗсене видеокамерӑсем урлӑ талӑкӗпех сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР вӗрентӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Андрей Поминов пӗлтернӗ.
Хутшӑнакансем компетенцисен центрӗсенче камерӑсем вырнаҫтарса хатӗрленӗ площадкӑсенче ӑмӑртӗҫ.
Оборудование пӗтӗм пӳлӗм курӑнмалла вырнаҫтарӗҫ. Ҫакӑ хутшӑнакансене пулӑшассинчен сыхлӗ. Камерӑсем видеона ӑмӑртусем пынӑ хушӑра талӑкри 24 сехетре ӳкерсе тӑрӗҫ", – тенӗ Поминов.
Ӑмӑртусем августӑн 1-20-мӗшӗсенче иртӗҫ. Вӗсене ӑмӑрту центрӗсенче вырнаҫнӑ экспертсем кӑна сӑнаса тӑрӗҫ.
"Молодые профессионалы" 2019-2020 (WorldSkills Russia)" юхӑмӑн  чемпионат тапхӑрӗ кӑҫалхи февральте вӗҫленнӗ.
Ӑмӑртусем 96 аслисениэ тата 66 юниор компетенцийӗсемпе иртнӗ. Пурӗ ӑмӑртусене 2,3 пин конкурсант тата эксперт хутшӑннӑ. Тутарстанри 11 хулари тата ялти 43 площадкӑра пулса иртнӗ ӑмӑртусем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев