Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫамрӑксем тӑванлӑха манса пыракан ӑру

Тутарсенчен 90% хӑйсен наци уйрӑмлӑхне палӑртаҫҫӗ, чӑвашсен хушшинче лару-тӑру мӗнлерех-ши?

Тутарсен хушшинче этника уйрӑмлӑхӗ пирки ирттернӗ тӗпчевсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, вӗсен 75-88% нихӑҫан та хӑйсем хӑш халӑхран пулнине манмаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн этнологи тӗпчевӗсен уйрӑмне ертсе пыракан социологи наукисен докторӗ Гульнара Габдрахманова пӗлтернӗ. 

"Тутар хӑйӗн халӑхӗн ҫынни пулнине туясси 1990-мӗш ҫулсенче ӳсме пуҫланӑ",– тесе палӑртнӑ Габдрахманова. 

Унӑн кӑтартӑвӗсемпе, 2019 ҫулта Тутарстанри ҫамрӑксем хушшинче ирттернӗ тӗпчевсем тӑрӑх, халӑх уйрӑмлӑхне тутарсен ҫамрӑк ӑрӑвӗ аслӑрах ӑрусенчен сахалрах туять. 

"Халӑх яш-кӗрӗмӗн 67% хӑйсен наци уйрӑмлӑхне туйни ҫинчен пӗлтерет",– тесе палӑртнӑ Габдрахманова.

Вӑл хушса каланӑ тӑрӑх, аслӑ ӑрупа танлаштарсан ҫамрӑксем хӑйсем хӑш халӑхран пулни пирки сахалрах шутлаҫҫӗ. Ҫакнашкал пулӑм Раҫҫей халӑхӗсене кӑна мар, пӗтӗм тӗнчере пырса тивет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев