Сувар

Ҫамрӑксен форумне чӑваш яш-кӗрӗмӗ те хутшӑннӑ

Питӗрти Чӑваш наципе культура автономийӗн ҫамрӑксен ушкӑнӗн хастарӗсем «Санкт-Петербург – территория национального согласия" ҫамрӑксен форумӗнче хутшӑнчӗҫ

Унта Раҫҫей Федерацийӗн субьекчӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннипе «Гармонизация межнациональных и межконфессиональных отношений в условиях полиэтнического Санкт-Петербурга» конференци иртнӗ.

Форумӑн хисеплӗ хӑнисен шутӗнче Калмыки Пуҫлӑхӗ, Нацисем хушшинчи хутшӑнусен федераллӑ Агентствон пресс-секретарӗ, Тинӗс тата юханшыв флочӗн патшалӑх университечӗн, Гидрометеорологи университечӗн ректорӗ, Чӑваш Республикин культура министрӗ тата ыттисем пулчӗҫ.
Светлана Каликова ҫамрӑксен форумне хутшӑнакансене саламланӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республики ҫинчен интереслӗ видеоролик кӑтартнӑ.
Конференци хыҫҫӑн ЧР культура министрӗ Питӗрти чӑваш ҫамрӑкӗсемпе тӗлпулса калаҫнӑ. Ҫак тӗлпулу яш-кӗрӗме пӗтӗм чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне Питӗрте ирттерме стимул парать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: