Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫамрӑксен министерстви ялти яш-кӗрӗме те тимлӗх уйӑрасшӑн

Тутарстанри Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви 2021 ҫул валли ултӑ приоритетлӑ тӗллев палӑртнӑ.

"Пӗлтӗрэпир приоритетсене палӑртнӑччӗ, вӗсемпе активлӑ ӗҫ илсе пытӑмӑр. Нумайӑшне пурнӑҫа кӗртрӗмӗр, ҫапах 2021 ҫулхи пӗрремӗш кварталта пурнӑҫланмаллисем те пур. Хальхи вӑхӑтра пирӗн умра ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Тимур Сулейманов.

1. Ҫичӗ ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫити ачасемпе ҫамрӑксем валли кану йӗркелени. Тӗллев формулировкинче  221 000 ача тенӗ, анчах коронавирус пандемине пула сак хисепе 150 000 таран чакарма пултараҫҫӗ. 

2. Тутарстан ҫамрӑкӗсенчен 10 000 ҫынна вӑхӑтлӑх, сезонлӑ ӗҫпе тивӗҫтересси.

3. Тутарстанри ҫамрӑксен политикипе ӗҫлекен специалистсен квалификацине 70% таран ӳстересси.

4. Кружоксенче, секцисенче, клубсенче аппаланакан ҫул ҫитмен ачасен шутне 10% ӳстересси.

5. Ҫамрӑксене психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшу памашкӑн талӑкӗпех ӗҫлекен психологи пулӑшӑвӗн хӗрӳ линине йӗркелесси.

6. Ялта пурӑнакан ҫамрӑксен проекчӗсене тӗрев парассине 30 % ӳстересси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев