Ҫамрӑксен политики питӗ пӗлтерӗшлӗ, уйрӑмах хальхи вӑхӑтра
ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Дамир Фаттахов ҫамрӑксен политикин федераллӑ стандартне тума сӗннӗ
"Эпир кунсерен ытти министерствосенчи ӗҫтешсемпе йывӑр калаҫусем ирттеретпӗр. Вӗсем ҫамрӑксен политикине тӗрев пама хатӗр, анчах та нормативлӑ документсем ыйтаҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ министр.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Тутарстанра стандарта ӗнтӗ хатӗрленӗ, вӑл 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлет. Анчах ӑна пӗтӗм Раҫҫейӗпе сарасси – пысӑк ыйту.
Стандарта кӗртни ҫамрӑксен политикин учрежденийӗсене оптимизацирен сыхласа хӑварма пултарать. Вӗсем хӑйсен ҫурчӗсене юсама хушма финанслав илме пултараҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне, ҫакнашкал документ ҫамрӑксен учрежденийнсенче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫисене ҫулсерен индексацилемелле.
Фаттахов сӑмахӗсемпе, ӗҫ ушкӑнне ҫамрӑксен политикинчи тата социологири специалистсем кӗртсе йӗркелеме палӑртнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев