Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫамрӑксен сукмакӗсем Хусанта тӗлпулаҫҫӗ

Ҫак кунсенче Хусан ҫамрӑксен тӗп хулине ҫаврӑнчӗ тесен те ӳстерсе каламастӑп пуль

 Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Хусанта Студент клубӗсен наци лигин Пӗтӗм Раҫҫейри слечӗ вӗҫленнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе пирӗн республика проекчӗсем 2 млн ытла тенкӗлӗх грант укҫисене ҫӗнсе илме пултарнӑ.

"Студентсем - обществон пуҫаруллӑ, тӗллевлӗ пайӗ. Çакӑ республикӑн, Раҫҫейӗн пуласлӑхне тивӗҫтерет. Ҫак кунсенче Хусан ҫамрӑксен тӗп хулине ҫаврӑнчӗ тесен те ӳстерсе каламастӑп пулӗ", – тесе палӑртнӑ ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Дамир Фаттахов.
Вӑл кашни студента саламланӑ тата слетра илнӗ пӗлӳсем ҫамрӑксен малашнехи пурнӑҫӗнче кирлӗ пулассине   шаннине пӗлтернӗ.
Слетра Ҫамрӑксен проекчӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Мала тухас тесе ҫӗршер грант тупӑшнӑ. Пурӗ ҫӗршыври 16 регионти 26 проект пӗрле 8 млн тенкӗлӗх грант илме тивӗҫнӗ. Вӗсенчен чылайӑшне Тутарстан студенчӗсем ҫӗнсе илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев