Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Амӑшӗ вилсен ӑйӑр пусса асӑнма хушса хӑварнӑ

Пирӗн йăх-тымарсем православи тӗнне пит парăнманнине асаттен ытти асаилӗвӗсем те уççăн кăтартаççӗ

 ЧИРКӲПЕ ÇЫХĂННĂ АСАИЛӲСЕМ

Эпир шутласа кăларман ку йӗркене, çавăнпа улăштарасси те пирӗн ӗç мар

Николай Розовăн хайлавӗ питӗ хăйне евӗр. Этем пурнăçӗнчи чи пысăк хаклăхсем çинчен вăл çăмăл чӗлхепе, ытлашши шала кӗрсе каймасăр çырса кăтартать. Хăй шухăшне йышăнтарас тесе те тăрăшмасть. Унăн тӗллевӗ – ача чухне курни-илтни, туйса ирттерни тӗнпе çыхăннă тӗнчекурăма еплерех йӗркеленине кăтартасси. Автор хăйӗн пурнăçӗ урлă çыннăн атеизмран пуçласа ӗненӳ патне утнă çулӗ çинчен питӗ кăсăклă çырса парать. Çав вăхăтрах тӗне кӗмен чăвашсем хăйсен ӗненӗвӗ çинче çирӗп тăни, кайран çав йăласене православипе хутăштарса яни çинчен вулама та интереслӗ.
​ Редакци.​ ​ ​

Манăн асатте, Пахом Тихонович Розов, 1903 çулхи майăн 21-мӗшӗнче çуралнă. Тепӗр куннех ăна Чинчурино ялӗнчи чиркӳре шыва кӗртсе таврара та çук, хăнăхман ят панă – Пахом. Амăшӗ ачин ятне илтсенех эрне уласа йӗнӗ, пепкине мăшкăлашса çапла ят панă тесе шутланă мăнтарăн. Асатте вара çак ята кӳршӗри ялта пурăнакан хисеплӗ те паллă çынран – пачăшкăран илнипе пит мăнаçланнă. Асатте çырса хăварнисенченех пирӗн ялсем – çӗньялсем Чинчурино ялӗнчи чиркӗве çӳренине, «Дмитрий кунӗ» Хупкӗперте пурăнакансемшӗн те, çӗнялсемшӗн те, чинчуринсемшӗн те пӗр кунра пулнине пӗлтӗм. Троица умӗнхи Çимӗке вара ялсем хушшинче çапла пайланăччӗ: Чинчуринăра пурăнакан пуп, хуçа шутӗнче ӗнтӗ, хăй ялӗнче ваттисене асăнмалли куна пуриншӗн те меллӗ куна – шăматкуна – хăварнă, Хупкӗперте – эрне кун, пирӗн пӗчӗк яла вара кӗçнерникун юлнă. Халӗ ӗнтӗ çак йӗркене хăçан тата кам тунине астăвакан та çук. Çапах ял çыннисем, уйрăмах инçетре пурăнакансем, хăйсене меллӗ пулмасан та Çимӗк кунне улăштарасшăн мар. Вăл эрне варрине килсен те. 1939 çулта Чинчуринăри чиркӗве хупнăранпа пире тӗп ялпа нимӗн те çыхăнтармасть пулин те. Çимӗке куçарас тесе калаçу тухсан вара ялта пурăнакансен хурçă евӗр çирӗп аргумент хатӗр: «Эпир шутласа кăларман ку йӗркене, çавăнпа улăштарасси те пирӗн ӗç мар. Ун вырăнне эпир кӳршӗ ялти тăвансем патне çӳреме пултаратпăр...» – теççӗ.
Ӗлӗкхи çынсен шухăш-кăмăлне кăтартас тӗллевпе 1929 – 2015 çулсенче пурăннă ентешӗн, Анатолий Кузьмич Самаркинăн, пирӗн ялсем Чинчуринăна чиркӗве çӳрени çинчен асаилӗвӗсене çырса кăтартас килет. ​
«...Астăватăп-ха, шкула кайичченех эпӗ аннепе пӗрле Чинчуринăри чиркӗве çӳреттӗм. Пӗррехинче пачăшкă мана латунь хӗрес чуптутарчӗ те пӗчӗк çеç булка – просвир тыттарчӗ. Ку мана килӗшрӗ. Тата вăрçăчченхи çулсенче пирӗн ялта Мăнкуна питӗ чаплă уявлатчӗç. Уйрăмах вăл пире, ача-пăчана, килӗшетчӗ. Чăтăмсăррăн кӗтеттӗмӗр Мăнкуна, мӗншӗн тесен ялта 3-4 таканкки лартатчӗç. Эрне тăршшӗпех савăнтаратчӗ вăл пире. Унтан эпир тăвансем тăрăх çăмарта пуçтарма тухаттăмăр. Кăвак, симӗс, хӗрлӗ çăмартасем питӗ илӗртетчӗç. Аслисемпе çамрăксем вара кӳршӗ яла çӗрле çуран Хӗрес йăтса утнă çӗре курма каятчӗç. Мăнкун умӗн ялан сӗм-тӗттӗм пулать. Çавăнпа çурçӗр иртсен çӗрле çынсем аташса ан кайччăр тесе ялта çӳллӗ каштасем çине керосин хунарӗсене çакатчӗç...».
Çапла вара пуçтарнă сведенисем тăрăх, пирӗн ялсем 1870 çулта Чинчуринăра чиркӳ уçнă самантран пуçласа, унăн пастви шутне кӗнӗ.

Турăшсене​ хăнана кăтартма çеç çакнă
Тӗрӗссипе каласан, пирӗн ялсем православи ӗненӗвне пит ăша хывман. Çакна Пахом асаттен çырса хăварнисенчен курма пулать. Унта вăл 1841 – 1921 çулсенче пурăннă тăванăмăр – Яков Степанович Розов çинчен çырса хăварни пур. Яков Степанович улпут пулнă. Унăн арăмӗ тата манăн асаттен асламăшӗ каласа хăварни тăрăх, вăл Чӗмпӗртен тата Хусантан хăйӗн лавкки валли тата Теччӗ пасарӗнче суту тума тăтăш тавар турттарнипе 30 çула яхăн килӗнче апатланман. Унăн пысăк хуçалăхӗнче алăк кăна 22 штук пулнă тет. Унсăр пуçне лавкки, икӗ çил арманӗ, лаша вăйӗпе ӗçлекен пысăк арман тата тем те пӗр. Вăл тăтăш çул çӳренӗ, çавăнпа ӗнтӗ юлташӗсем те питӗ нумай пулнă тет, ытларах православи тӗнӗпе пурăнакансем. Вӗсем ун патне хăнана килсен хуçа хаклă тусӗсене хисеп туса алăк каçакӗ хыçӗнче упранакан турăшӗсене туртса кăларса курăнакан вырăна çакнă. Хăнисем тухса кайсанах каялла пуçтарса хунă.
Пирӗн йăх-тымарсем православи тӗнне пит парăнманнине асаттен ытти асаилӗвӗсем те уççăн кăтартаççӗ. Яков Степановичăн амăшӗ вилес умӗн ывăлне юлашки çула хăйне тивӗçлӗ, çемьере йышăннă йăлапа ăсатма каласа хăварнă: асăнма çынсене лаша çине утланса чӗнме, сӗтел çине ăйăр пусса ашне пысăк хуранта пӗçерсе лартма. Ун чухне вилнӗ çынна асăнни туйран чаплăрах иртнӗ. Юрăсем юрланă, кӗвӗ инструменчӗсемпе каласа ташланă. Чӳречесӗр стена енче çавах та çурта çутса лартнă, ку ӗнтӗ православи ӗненӗвӗ кăштах чăваш пурнăçне кӗме пуçланине кăтартнă. Унтан кӗл туса сӗтел хушшине ларнă. Юлнă апата хăварма юраман, ăна хапха юпи çумне кăларса ывăтнă. Амăшне асăнма Яков Степанович Ямбухтинăри пӗр пуянран икӗ çулти ăйăр туяннă.​ Ирпе ирех ун патне уретник килнӗ те лаша ашӗпе асăнмалла мар тесе ӳкӗтлеме, православипе лаша ашне çиме юрамасть теме пуçланă. Хуçа вара яхăнне те яман, çирӗппӗн: «Анне мана мӗнле хушса хăварнă, эп çавăн пек тăвап», – тенӗ. Çапла асăнни леш тӗнчене ăсанни каласа хăварнă пек пулнă.

Вун сакăр ачаран тăваттăшӗ сывă юлнă

Пахом асаттен асаилӗвӗсене малалла тăсатпăр.​ Ку чăвашсен тӗнӗпе çыхăннă пулăм.
«...Пирӗн ялта Вут уявне эрнене яхăн ирттеретчӗç. Вăл çапларах иртетчӗ: çак кунсенче чалт шурă тумпа çӳремеллеччӗ. Çамрăксем хăйсемпе пӗрле тикӗт тултарнă кăкшăмсем йăтса çӳретчӗç, ӗнтӗ йăлана вырăна хумасăр шурă тум тăхăнма килӗшменнисене варалама. Тепӗр икӗ каччă ял тăрăх пушă йăтса çӳретчӗ. Çурт умне çитсе чарăнсан вӗсем хыттăн кăна пушшисемпе çӗре шартлаттаратчӗç. Ку хуçасене уяв сӗтелӗ валли çăмарта, çу е кӗрпе илсе тухмаллине пӗлтеретчӗ. Апата ял укăлчинче пысăк хуранта пӗçеретчӗç. Вутне вара ял хапхин юпи çумне пăявпа сăтăрса кăларатчӗç. Çав вутпа хуран айне тивертсе яратчӗç те пăтă пӗçеретчӗç. Кӗлтунă хыççăн пурте апата ларатчӗç. Уяв вӗçленсен ял çыннисем пурте сӳннӗ кăвайтăн кăмрăкне килӗсене илсе каятчӗç. Унран кăларнă вутпа тепӗр çулчченех усă куратчӗç».
Ман ачалăхра та чиркӳпе, ӗненӳпе çыхăннă асаилӳсем пайтах. Тин çуралнисене пурне те Чинчуринăри чиркӳ хупăнсан Пăва районӗнчи Фроловăра шыва (тӗне)​ кӗртетчӗç. Вăл пирӗн ялтан 30 çухрăмра вырнаçнă. Медицина пулшăвӗ пулманнипе-ши тин çуралнисен вилеслӗхӗ пысăк пулнă ун чухне. Сăмахран, манăн мăн-мăн асаттен Яков Степановичăн çемйинче вун сакăр ача çуралнă пулнă. Çуралнăçем ачисем вилсех пынă. Пӗррехинче вăл хире шурă пусма йăтса тухса Турăран: «Эпӗ çук çын пулса тăрам, анчах мана ача пар!» – тенӗ. Çакăн хыççăн унăн тăватă ача çуралнă, пурте чӗрӗ-сывă юлса вăрăм ӗмӗр пурăннă. Вăл кăна та мар, çемйишӗн, Раççей патшалăхӗшӗн те усăллă çынсем пулса тăнă.
Паçăр пуçланă тема патне таврăнар-ха. Эпӗ 1953 çулта, чăтма çук пăчăра çуралнă. Мана çулталăкран тин шыва кӗртнӗ. Анне каласа панă тăрăх (вăл хăй чиркӗве кайман, йăли çапла пулнă), мана аттен кӗçӗн шăллӗ, вун тăххăрти Валентин тете, кипкепе чӗркенӗскере урапа çине хурса кайнă. Киле таврăннă чух кăшт кăна мана вӗлереймен. Ачасем тăтăш йӗреççӗ тесе эпӗ каçса кайса йӗнине вăл ним вырăнне те хуман. Ывăнса çитсен вара кипкене уçса пăхнă та мана пуçхӗрлӗ йăтса пынине асăрханă. Ку вăхăта эп кăвакарса та кайнă пулнă ӗнтӗ. Акă мӗн патне илсе çитерме пултарать çамрăклăх çăмăлттайлăхӗпе тирпейсӗрлӗхӗ.
Тепӗр икӗ çултан пулса иртни те шыва кӗртнипе çыхăннă: халӗ ӗнтӗ кӗçӗн йăмăк-шăллăмпа. Кипкерен тухма хатӗрленнӗ шӗмпӗлтӗксене шыва кӗртме кайсан мана та хăвармарӗç. Ман асаттен шăллӗне, Миша тетене, чиркӗве кайма заготконторăран лаша пачӗç. Тете «тутарта» ӗçлетчӗ, çакăн пек калатчӗç тӗрлӗ çӗтӗк-çурăк, тимӗр-тăмăр, хут пуçтарса вӗсене теттепе улăштарса çӳрекенсене.
Июль уйăхӗччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен Шанчă çумӗпе иртсе пынă чух эпир хире чарăнса ешӗл те пылак пăрçа пуçтартăмăр. Вырăна каçпа çитрӗмӗр, кӗлӗ вӗçленнӗччӗ ӗнтӗ. Çӗр каçма пӗр çурта кӗтӗмӗр. Ирхине чан çапнипе вăрантăмăр. Пӗчӗк чансен илемлӗ сассине халӗ те астăватăп, ун пеккине урăх илтмен. Шел. Кăшт апатланнă хыççăн чиркӗве утрăмăр. Вăл йывăçран туниччӗ. Чи пысăк куполӗ çинче чӗнтӗрлӗ хӗрес вырнаçтарнă. Шала кӗрсен аслисем виçӗ хут сăхсăхрӗç. Чиркӳ ăшне йăлт ӳкерсе илемлетнӗ. Пӗринче кӳлнӗ лаша çинче çирӗп те кӗреш арçынна ӳкернӗ. Каярахпа вăл Илья Пророк пулнине пӗлтӗм. Аслисем каласа панă тăрăх, шăпах вăл кӳмепе çӳресе аслати​ кӗмсӗртеттерет.​ ​
(Малалли пулать).

Николай РОЗОВ.
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев