Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АН ХУРЛАН, ТĂВАН

Ан хурлан, пилеш-палан: «Йӳçӗ-çке çырлам», – тесе. Çийӗç сивӗ пуçлансан Кайăксем хӗпӗртесе.

Эс, тăванăм, ан хурлан

Хăнасем тухса кайсан.

Çăвăн чашăк-тирӗке,

Пухăн çӗнӗ кӗреке.

 

Шурă хурăн, ан хурлан:

«Çулçăм тăкăнчӗ», – тесе.

Тăрăн, çуркунне пулсан,

Çӗнӗ тум эс витӗнсе. 

 

Эс, тăванăм, ан хурлан

Çывхарнишӗн ватлăху.

Мăнуксем ӳсеççӗ сан –

Çӗр çинче юлать йăху…

 

ТĂНА КӖРСЕМЧЧӖ, УКРАИНА!

Хӗвеллӗ çу уйăхӗнче,

Çут Çӗнтерӳ уявӗнче

Мăнаçлăн иртрӗç салтаксем –

Совет Союзӗн çыннисем.

 

Çак парадра пӗр йӗр тытса,

Пурте пӗр тӗллевпе утса

Вӗсем пăрахрӗç çӗр çине

Фашизмăн юнлă ялавне.

 

Чăвашӗ, вырăсӗ, узбек

Йăлтах шутланăччӗ пӗр пек:

Пурте тăванлă юласса, 

Юлташ пулса пурăнасса.

Анчах нацизмăн ялавне

Çӗртен çӗклерӗ Украина…

Пӗрле, пӗр йӗркере-çке пынă!

Халь вӗлерет хăй халăхне.

 

«Сана мӗн пулчӗ, Украина?

Анне мар эс – амаçури!

Сан аллунта ӗмкӗч мар – мина, 

Эс халь – Америкăн чури!

 

Чи çывăх тус халь санăн – НАТО:

Сана парать вăл танк, граната,

Вăл шеллемест сан халăхна,

Вăл пӗтерет пуласлăхна…

 

Мӗнле çакна пӗртте туймастăн?

Чун-чӗререн эс кураймастăн

Пӗр çăкăр çинӗ вырăса!

Пӗрле-çке туртнă пируса

Тахçан пӗр вăрçă хирӗнче

Фашистăн вучӗ айӗнче…

Тăна кӗрсемччӗ, Украина!

Антонида САУШКИНА.

Лениногорск районӗ, 

Çӗнӗ Шешкел. 

 

ПИРЕ КИРЛӖ ÇӖНТЕРӲ

Пырать пысăк çапăçу, –

Нумайланчӗç тăшмансем.

Пире кирлӗ çӗнтерӳ,

Питӗ кирлӗ, ентешсем.

 

Пире хирӗç çур тӗнче –

Ытларах Европăран.

Аслă Турă пирӗнпе –

Пирте чăнлăх пулнăран.

Питӗ кирлӗ пӗрлешӳ

Кун пек йывăр тапхăрта;

Пирӗн çӗнӗ çӗнтерӳ –

Пысăк, вăйлă чăмăрта.

 

Ан та пултăр харкашу

Халӗ пирӗн хушăра;

Пирӗн аслă пулăшу

Пӗрлӗхре те Турăра!

Андриян ГРИГОРЬЕВ.

Нурлат.

 

ХУР КАЙĂК ПАРНИ

Кăнтăр енче аякра

Курăнать вӗçен кайăк карти: 

Çекли евӗр хура пăнчăсем

Çывхараççӗ, курап вӗсене.

 

Астăватăп вӗсем кайнине

Кӗрхи тӗксӗм каçсенче.

Тен, пулнă йывăр вӗсене

Вӗçсе кайма кăнтăр енне.

 

Ултă уйăх ют çӗрте.

Тунсăхланă тăван кӗтесе.

Çитӗнтернӗ чӗпписене, 

Халӗ вӗçеççӗ çав енне.

 

Сасă пачӗç ял çийӗн вӗçсе:

Çӗнӗ Йӗлмел хăй вырăнӗнче,

Юнашар Кивӗ Йӗлмел,

Çӗнӗ Улхаш куç умӗнче.

 

«Мӗнле пурăнатăр, ялсем?

Хăратмарӗç-и хӗлле сивӗсем?

Чакмарӗç-и ялсенче халăхсем?

Кӗтсе илӗр пире, çынсем!»

 

Юр кунсерен пырать чакса,

Шыв пуçтарăнать кӳлӗсенче.

Унта-кунта уйсенче

Куратăн симӗс курăкне.

 

«Анăр кăштах, çулăр инçе...»

Калăн, илтрӗç сăмахсене.

Малта вӗçекенӗ кӳлӗ çинчен,

Ун хыççăн вӗçрӗç теприсем.

 

Кӳлӗ выртать йăлтăртатса,

Хурсем сăнарӗç таврана.

Турӗç ункăсем çаврăнса, 

Çепӗççӗн анчӗç хум çине.

 

Тăратăп эп хӗпӗртесе,

Хурсем выляççӗ хумсемпе.

Шыв тумламӗ тӗкӗ çинче

Йăпăрт ӳкет-çке хум çине.

 

Çӗкленчӗç хурсем кӳлӗрен – 

Тав турӗç пулӗ чӗререн.

Пӗр тӗкне пӗчӗкçӗ хумсем

Хăвса килчӗç куç умӗнче.

 

Илтӗм эп çав шурă тӗкне,

Шăлтăм хуллен пӳрнесемпе.

Турӗç хурсем мана парне.

Кăшкăртăм: «Ырă çул сире!»

Петр МУЛЕЕВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Йӗлмел.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев