Анастасия Данилова: «Эпӗ аслă ăрури çынсен ăс-хакăлне мала хуратăп»
Анастасия Данилова çамрăк çыравçă Чăваш Енри Красноармейски районӗнчи Трак салинче çуралнă. Хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗренет, çавăнпа пӗрлех университетăн ӳнер студине çӳрет, хăй ӳкернӗ картинăсен куравӗсене йӗркелет. Тӗрлӗ конференцие, ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Малтанхи хайлавӗсем «Тантăш» хаçатра, «Тăван Атăл» журналта пичетленнӗ, калавсемпе пьесăсем çырать. «Çӗнӗ хум» конкурсра та палăрнă. Унăн хайлавӗ «Пирӗшти патне янă çыру» коллективлă сборника кӗнӗ.
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Ку сăмах питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ, маншăн литература чăн малтанах – кӗнекесем – чи хаклă та çывăх туссем. Вӗсенче тӗлӗнмелле вăйлă хăват пур: чи пысăк сиплӗх паракан çăлкуç, кăмăл-туйăма çӗклентерекен, тепӗр чухне асамлăха илсе кӗрсе каякан вăй, çавăнпа та вӗсемпе ача чухнех туслашни кирлӗ пурнăçра. Урăхла каласан, литература вăл – кислород.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Кашни çӗнӗ кун тӗрлӗ хыпар, ырă та усăллă шухăшсем парнелет. Кăсăклă, пултаруллă çынсемпе тӗл пулатăп, вӗсенчен хама валли нумай кирлине, çӗннине илетӗп. Тӗрлӗ истори илтетӗп, кулленхи çӗнӗлӗхсене сӳтсе яватăп. Çакă пӗтӗмпех манăн чунра тӗрлӗ туйăм çуратать, юлашкинчен вара пӗр-пӗр хайлав шăрçалама хистет.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Ку поэта эпӗ пӗчӗкренех юрататăп. Пултаруллă чăваш çыравçи, Раççейре кăна мар, ют çӗршывсенче те пӗлеççӗ ăна. Атте каçсерен унăн чи вăйлă та паллă произведенине – «Нарспи» поэмине – пире, ачасене, вуласа паратчӗ. Пӗчӗк пулнă пулсассăн та мӗскӗн хӗрӗн йывăр шăпине ăнланса макăрнине астăватăп. Эсир тавçăрса илтӗр пуль ӗнтӗ, вăл поэт – Константин Иванов.
– Юратнă кӗнеке.
– Чăннипе, ку ыйтăва хуравлама йывăртарах, мӗншӗн тесен манăн юратнă кӗнеке питӗ нумай. Кашни хайлав чӗрере йӗр хăварнă. Кӗнекесене юратма пӗчӗкренех аттепе анне хăнăхтарнă. Юмахсенчен пуçласа, детективсемпе романсенчен ӳссе тухса вырăс классикине вулама тытăнтăм. Анчах та манăн çӳлӗк çинче пӗр кӗнеке уйрăм вырăн йышăнать. Ку – Ф.М. Достоевскин «Преступление и наказание» романӗ. Чăваш литературинчен А.С.Артемьевăн «Салампи» кӗнеки чӗрене уйрăмах вăйлă хускатрӗ.
– Май пулнă-тăк мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Ку ыйтăва тӳрех хуравлама пултаратăп – Юрий Сементерпе. Ăна чи чаплă та ырă чăваш çынни – ăслă сӗнӳсем паракан, çамрăк ăрăва вӗрентсе пыракан, шанчăклă аслă тус – тесе шутлатăп. Çавăнпа эпӗ Юрий Семеновичпа тӗл пулса калаçма яланах хатӗр.
– Пурнăç девизӗ.
– Вăй, илем – çирӗп туслăхра,
Çавăнпа, юлташăм, туслăха упра.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Хайлава çырса пӗтерсенех чи малтан аттепе анне хаклаççӗ. Эпӗ вӗсене шанатăп, мӗншӗн тесен вӗсем чăн тӗрӗс хак параççӗ. Çавăн пекех çыру ӗçӗсемпе хама вӗрентнӗ учительсене паллаштарса канашлатăп. Вӗсен сӗнӗвӗсене шута илсе малалла аталанатăп. Эпӗ аслă ăрури çынсен ăс-хакăлне мала хуратăп. Вӗсен пурнăç опытне ăша хывни хайлав çырнă чухне те пулăшать мана.
Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев