Анат Кама хулинчи чи хастар чăваш
Хăйӗн пуçарăвӗсем харама кайманнишӗн питӗ савăнать çак кунсенче 90 çул тултаракан Наталья Зотеева
Хăйӗн пуçарăвӗсем харама кайманнишӗн питӗ савăнать çак кунсенче 90 çул тултаракан Наталья Зотеева
Кашлать вăрман, ешерет кăлкан.
Мӗнле пурăнать-ши аякри тăван?
(Юрăран).
Анат Камăри чăвашсен обществипе культура центрӗ çинчен, хам тахçантанпах Самара облаçӗнче пурăнсан та, нумай ырă сăмах илтнӗ. Çавăнпа та пӗррехинче нумай çул каялла мана тăван шкулта математикăпа вӗрентнӗ учительница, халӗ çак хулара чи хастар чăвашсенчен пӗри Наталья Александровна Зотеева йыхрав ярсан, эпӗ пӗр иккӗленмесӗрех килӗшрӗм. Тем чуль илтсен те пӗрре куçпа курнине çитмӗ терӗм. Питӗ пӗлес килчӗ вӗсен мухтавлă ӗçӗсем çинчен. Чăваш культурине, йăли-йӗркисене аталантарас тӗллевпе мӗн тăваççӗ, унти чăвашсене килӗштерсе пурăнтарас, чăмăртантарас тесе мӗнле мероприятисем ирттереççӗ. Эпир те вӗт кунта, Тольятти хулинче, çав тӗллевпех пурăнатпăр.
Çапла майпа мана 1999 çулхи чӳк уйăхӗн 18-19-мӗшӗсенче Анат Камăри чăвашсен пысăк та савăнăçлă уявӗнче пулма тӳр килчӗ. Праçнике килнӗ хăнасене чысласа, хулари чăвашсене пӗрремӗш кунхине каçпа чăвашла спектакль кăтартрӗç. Тепӗр кунӗ те тӗрлӗ мероприятисенчен пуян пулчӗ. Тутарстанри чăваш пӗрлешӗвӗсене ертсе пыракансем валли семинар ирттерчӗç, Кама хӗрринчи хулара чăваш ачисем валли гимнази уçрӗç тата кунти чăваш ентешлӗхне пуçарса янăранпа вунă çул тултарнине палăртрӗç.
Мӗнле пуçланса кайнă-ха кунти чăвашсен ентешлӗхӗ? Çакăн пек ыйту лартсан акă мӗн пӗлтерчӗ мана Анат Кама чăвашӗсене «ыйхăран вăратаканӗ», тивӗçлӗ канăва тухнă ӗç ветеранӗ Наталья Александровна Зотеева:
— Пирӗн хулара 300 ытла пин çынран 8 пине яхăн чăваш пурăнать. Вунă çул каялла эпир, чăвашсем, пӗр хулара, пӗр урамра пурăнсан та пӗр-пӗрне палламан. Чăвашсене пухса пӗр вăтанмасăр тăван чӗлхепе калаçас килетчӗ. Спектакль лартас енӗпе эпӗ ӗçлемен мар, унччен пурăннă çӗрте нумай чăвашла пьесăсем лартса ял халăхне савăнтарнă. Хамăр хулара та драма кружокне йӗркелесе ярас шухăш пырса кӗчӗ. Çакăн пек пысăк шухăш-ӗмӗтсене пӗр çӗклем йăтса хула администрацийӗн культура уйрăмне пырса кӗтӗм. Мана унта питӗ хапăл кӗтсе илчӗç, ырларӗç шухăша, хулари хаçат корреспонденчӗпе Владимир Ильич Даниловпа паллаштарчӗç. Вăл чăваш çынниех пулса кайрӗ, Нурлат районӗнче çуралса ӳснӗскер. (В.И.Данилов каярахпа «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш редакторӗ пулнă, 1993 çулта вилнӗ — В.Л.). Вăл пулăшнипе хаçат урлă йыхрав туса 1989 çулхи раштав уйăхӗн 1-мӗшӗнче палăртнă тӗле 16 чăваш пухăнтăмăр. Пӗр-пӗринпе паллашрăмăр, чăвашла пӗр именмесӗр калаçрăмăр, малашне те пӗрле пуçтарăнма калаçса татăлтăмăр. Кунсерен пирӗн йыш ӳссе пычӗ. Çапла майпа Анат Камăра чăваш ентешлӗхӗ çуралчӗ.
Çак канăçсăр хӗрарăм пӗрремӗш утăмсем тăвиччен миçе каç ыйхă вӗçтерсе пуçне ватнине эпир пӗлместпӗр-ха, сăпайлăскер, пиртен пытарчӗ ăна. Унтанпа çак вунă çул хушшинче тӗлӗнмелле пысăк çитӗнӳсем тунă Анат Кама чăвашӗсем. 1990 çулхи кăрлач уйăхӗнче ентешлӗх çумӗнче «Шăнкăрав» ятлă фольклор ансамблӗ йӗркеленет. Ăна пуçарса яраканӗ Тутарстан тата Чăваш Республикисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, композитор Борис Петрович Никитин. 1993 çулта пултаруллă музыкант сарăмсăр вилсе выртнă хыççăн çак ансамбле Н.С.Ефремова ертсе пыма пуçланă. «Шăнкăрав» 1994 çулта Тутарстанри «Чăваш шăпчăкӗн» 1-мӗш фестивалӗнче 1-мӗш вырăн йышăннă, Чăваш Енре иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери чăвашсен фестивальне хутшăнса Иван Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ пулса тăнă. Ăçта кăна пулса савăнтарман-ши чăвашсене çак ансамбль хăйӗн çепӗç те хаваслă чăваш юррисемпе? Тутарстанри пур районсенче пулнă, Шупашкарта, Мускавра, Пушкăртстан, Удмурт Республикисенче, пирӗн Самара облаçӗнчи Исаклă, Шунтал, Чаллăпуç тата ытти районсене те çитнӗ.
1991 çултанпа хулара «Тамаша» драма театрӗ ӗçлет. Ăна ертсе пыраканӗ Н.А.Зотеева. Ӗмӗчӗ пурнăçланнă Наталья Александровнăн, хăй пекех пӗр тӗллевлӗ çынсене килӗрен пухса малтан кружок çеç, каярахпа драма театрӗ йӗркелесе янă. 1995 çулта «Тамаша» Тутарстанри конкурсра лауреат ятне çӗнсе илнӗ, 1996 çулта ăна «Халăх театрӗ» ят панă. Театрăн репертуарӗ питӗ пысăк. Çак коллектив А.Чебановăн, Г.Терентьевăн, С.Павловăн тата ытти паллă драматургсен пьесисем тăрăх спектакльсем лартать. Чăвашсем «Тамашан» кашни çӗнӗ спектакльне чăтăмсăр кӗтеççӗ. Хальхинче те Анат Кама артисчӗсем праçнике килсе çитнӗ хăнасене, хулари чăвашсене Г.Терентьевăн «Вӗçкӗн Ваççа авланать» ятлă спектаклӗпе савăнтарчӗç. Питӗ килӗшнипе эпӗ вӗсене хамăр пата пыма чӗнтӗм. Чăн та, икӗ-виçӗ уйăхран Тольятти хулине пырса кайрӗç «тамашасем». Кайран эпир те «Шанчăк» ансамбльпе вӗсем патӗнче концертпа пултăмăр.
Анат Кама чăвашӗсем тӗрӗс çул-йӗрпе пынине уççăн куртăмăр — вӗсем хăйсен малашлăхне çамрăк йăхра — ачасенче кураççӗ. Чăваш ентешлӗхне йӗркеленӗ хыççăнах хулари чăваш ачисем валли вырсарни шкулне уçаççӗ. Чăваш вырсарни шкулӗн директорӗ пулнă Николай Александрович Атряскин чун-чӗререн тăрăшнипе унта пултаруллă вӗрентекенсен коллективӗ чăмăртаннă. Хастар чăвашсем Н.С.Ефремова, Г.М.Спиридонова, А.П.Гаврилов, Н.А.Зотеева, М.М.Егорова, С.А.Иванов, Н.И.Пильщиков, В.М.Юнусова тата ыттисем те вăй хунипе вырсарни шкулӗнче библиотека тата музей уçăлнă, ачасен юрă-ташă ансамблӗсем йӗркеленнӗ. Кашни ӳсӗмӗн хăйне ансамбль: «Илем», «Чечек», «Çеçпӗл» ятлă вӗсем. Чи кӗçӗннисен ансамбльне чăвашсен паллă поэчӗ Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 100 çул çитнӗ тӗлӗшпе çавăн пек ят панă. Ачасен ансамблӗсем виççӗш те пирӗн умра хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Питӗ илемлӗ юрлаççӗ, ташлаççӗ. Тумӗсем епле хитре! Хула администрацийӗ укçа уйăрса панипе пурин валли те (ачасене кăна мар, «Шăнкăравра» юрлакансем валли те) хушпу-тухъя туяннă, кӗпе-костюм çӗлеттернӗ.
Анат Кама чăвашӗсен пуçлăхӗсем пӗр вырăнта тăмаççӗ — çак праçник кунӗсенче вырсарни шкулӗн ӗçне пӗтӗмлетсе хулара чăваш гимназийӗ уçрӗç. 125 ача, чи хастар та тăрăшса вӗренекен вырсарни шкулӗнчи чăваш ачисем унта вӗренме кӗнӗ.
Анат Кама чăвашӗсен тӗп уявӗ Сайдашев ячӗллӗ музыка училищин Культура керменӗнче иртрӗ. Кунта юбилей ячӗпе пысăк концерт кăтартрӗç. Концерт вӗçӗнче ача-пăча ансамблӗсем, «Шăнкăрав» чăваш халăх ансамблӗ — пурте сцена çине тухса тăчӗç те (50–60 çын та пур-тăр!) темиçе юрă пӗрле юрласа пачӗç — мӗн тери илемлӗ, пăхса ытараймăн! Чун савăнать. Юррисем хитре, сассисем пурин те янăравлă. Ватти-вӗтти пӗрле тăрса юрлани епле кăмăллă. Пултараççӗ анаткамăсем! Чăн-чăн чăвашсен юрă-ташă праçникне йӗркелесе кăтартрӗç «Шăнкăравпа» унăн шăнкăрмисем.
Ун чухнех пуçăмра çакăн пек шухăш вӗçрӗ: нумай та вăхăт иртмӗ — Анат Кама чăвашӗсем хăйсен тăрăшса ӗçленӗ «апат-çимӗçне» тутанма пуçлӗç. Мӗн пӗчӗкрен чăвашла калаçса, чăваш чӗлхине тӗплӗн вӗренсе ӳснӗ ачасен сасси илтӗнме тивӗçлех. Çамрăк юрă-ташă ăстисем, сăвăçсем, юрăçсем çитӗнесси паллах. Çитменнине, тӗслӗх камран илмелли те пур вӗсен.
Анат Камăран нумай ырă канаш, сӗнӳ, тӗслӗх, кирлӗ материал илсе килтӗм эпӗ хамăр хулари чăвашсем валли. Вӗсенчен уйрăмах — хавхалану. Анат Кама чăвашӗсем мӗнле ӗçленине кура пирӗн те вӗсенчен кая мар ӗçлес килчӗ.
Мӗншӗн аса килчӗç-ха мана тахçанхи Анат Камăри илемлӗ самантсем? Пӗлетӗп эпӗ, ун чухнехи хастар çынсенчен нумайăшӗ çук ӗнтӗ, анчах вӗсем тăрăшса ӗçлесе ӳстернӗ çамрăксен усси питӗ витӗмлӗн курăнать паянхи кун.
Пирӗн ытарайми Наталья Александровна Зотеева хăй нумай çул каялла чун-чӗререн тăрăшса пуçласа янă ӗçӗ харама кайманнишӗн питӗ савăнать халь. Унăн ăс-тăнӗ çивӗч, ахаль лармасть алă усса, кӗнеке хыççăн кӗнеке кăларать. Унпа çыхăну тытнă майăн ман пата ярса панă кӗнекисене — «Тӗнчере тӗрлӗ кӗнчеле», «Мои воспоминания», «История Нижнекамского чувашского общества» — питӗ кăсăкланса вуласа тухрăм.
Çитес вырсарникун, пуш уйăхӗн 3-мӗшӗнче, Наталья Александровна Зотееван пысăк юбилей — 90 çул тултарать пултаруллă ентешӗмӗр. Эпир Анат Камăри чи хастар çынна тата та нумай çул чăвашсене савăнтарса пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Владимир ЛЕВУКОВ.
Тольятти.
Сăнӳкерчӗк Анат Камăри 34№ гимназин архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев