Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Камăра Донбассран куçса килекенсене вырнаçтарма вырăнсем тупса пама пултараççӗ

Анат Камăра ЛНР тата ДНР çыннисем валли гуманитари пулăшăвӗ пуçтарнă май унтан куçса килекенсене вăхăтлăх пурăнма вырăнсем те пăхаççӗ

Çакăн çинчен Анат Кама ӗçтăвкомӗн пуçлăхӗ Рамиль Муллин пӗлтернӗ.

«Хальлӗхе Анат Камăра локаци вырăнӗсем çук, анчах та кирлӗлӗх пулсан, эпир те куçса килекенсене вырнаçтармалли вырăнсене сӗнме пултаратпăр», - тенӗ вăл.

Ертӳçӗ асаилтернӗ тăрăх, хальлӗхе вăхăтлăха куçса килекенсем валли Хусанта, Çырчаллинче тата Ешӗлварта санаторисем уйăрнă.    

Беженецсем Хусана çитмен-ха. Хусан мэрӗн Ильсур Метшинăн сăмахӗсемпе, хальхи вăхăтра «Ливадия» санаторире 200 вырăн тата «Кварт» отельте 150 вырăн хатӗрлесе хунă.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев