Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Камăри 34-мӗш гимназире вӗренекен чăваш хӗрӗ тӗрлӗ халăх ачисен конкурсӗнче çӗнтернӗ

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Анат Кама хулинчи Халӑхсен Туслӑх Çуртӗнче «Наци леди» конкурс иртрӗ. Ăна Çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă

 

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Анат Кама хулинчи Халӑхсен Туслӑх Çуртӗнче «Наци леди» конкурс иртрӗ. Ăна Çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă. Унта хутшӑнакансен хӑйӗн халӑхӗн чӗлхи, культурӑпа историйӗ, йӑли-йӗрки çинчен сцена çине тухса каласа пама пӗлмелле.

Конкурса хутшӑнакансен тӗрлӗ задани пурнăçлама тиврӗ. Тӗслӗхрен, «Эпӗ — хамӑн халӑх хӗрӗ!» конкурсра халӑх историйӗ, йӑла-йӗркисем, тӑван чӗлхене пӗлни палӑрмалла. Наци йӑли-йӗркисене упраса хӑварасси пирки те сӑмах пымалла. «Талантсен конкурсӗнче» ӑсталӑха тата пултарулӑха кăтартмалла (ташӑ, юрӑ, илемлӗ сӑмах, театрализациленӗ постановка, миниатюра, халӑх инструменчӗпе выляни тата ытти те). Пултарулӑх номерне кӑтартнӑ чухне наци костюмӗпе пулмалла, юрӑсене наци чӗлхипе çеç юрламалла. 
Çак конкурса Анат Камăри 34- мӗш гимназире 3-мӗш класра вӗренекен Миа Григорьева хутшăнчӗ. Маттур хӗрача тӑрӑшса хатӗрленни тӳрех курӑнчӗ. Миа чăваш халăхӗн чысне сцена çинче тивӗçлӗн кăтарттăр тесе унăн амăшӗ Елена Васильевна Григорьева тата класс ертӳçи Ирина Ивановна Третьякова питӗ тăрăшнă. Çавӑнпах пуль хӗрача сцена çинче хӑйне хӑюллӑн тытрӗ, конкурс ӗçӗсене хаваспах пурнӑçларӗ, «Наци мисӗ» диплома тивӗçрӗ. Миана чун-чӗререн саламлатпӑр, малалла та пысăк çитӗнӳсем тума сунатпӑр!

Галина ЛЯХОВА, 
Анат Кама районӗнчи 
Чӑваш культурипе 
чӗлхине аталантарма 
пулӑшакан «Чун вӗçевӗ» фондăн директорӗ.
И.Третьякова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство