Анат Камăри 34-мӗш гимназире вӗренекен Роман Матросов ТР Раисӗ çумӗнчи Нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшăнусен канашӗн ларăвӗнче тухса калаçнă
Тутарстан территорийӗнче нумай-нумай çул ӗнтӗ тутарсем, вырăссем, чăвашсем, удмуртсем, марисем, мордвасем тата ытти халăхсем туслăн, килӗштерсе пурăнаççӗ. Çакăн пирки ТР Наци библиотекинче декабрӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ ТР Раисӗ çумӗнчи Нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшăнусен канашӗн ларăвӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов каланă.
Рустам Нургалиевич пирӗн çӗршывăн вăйӗ культурăпа чӗлхесен тӗрлӗлӗхӗнче пулнине палăртнă. «Республикăра пурăнакан кашни халăхшăн тăрăшни — пирӗн пӗрлӗхӗн никӗсӗ. Граждансене хăйсен тăван чӗлхине, культурине тата йăли-йӗркисене упраса малалла аталантарма пулăшасси çине пысăк тимлӗх уйăратпăр. Кăçал Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне ирттерни те çакна кăтартса пачӗ. Этнокультура аталанăвӗн ыйтăвӗсене татса пама пӗтӗм общество пӗрлешрӗ», — тенӗ ТР Раисӗ.
Социаллă тӗпчевсем тăрăх, Тутарстанра пурăнакансенчен 80 проценчӗ республикăри нацисемпе конфессисен хушшинчи хутшăнусене лайăх тесе хаклать.
Палăртса хăвармалла, ларăва Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ чăваш гимназийӗн директорӗ Галина Анатольевна Ляхова тата асăннă гимназире 10-мӗш класра вӗренекен Роман Матросов та хутшăннă. Роман «Роль моей гимназии в формировании гражданского самосознания, национальной идентичности и традиционных духовно-нравственных ценностей» докладпа тухса калаçнă. Вӗренекен гимнази пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ, унта ирттерекен мероприятисем пирки тӗплӗн каласа панă. Çамрăкăн докладне ларăва хутшăнакансем ырласа йышăннă.
Сăнӳкерчӗксем Анат Камăри 34-мӗш гимназин тата tatarstan. ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев