Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимнази вӗрентекенӗ Татьяна Леонтьева Раççей шайӗнчи наградăна тивӗçнӗ

Татьяна Николаевна Леонтьева педагогикăра ӗçлеме пуçлани 25 çул ӗнтӗ. Ăнсăртран суйламан вăл ку профессие. Унăн ашшӗпе амăшӗ, Николай Павловичпа Нина Ивановна Егоровсем, Аксу районӗнчи Савгачево шкулӗнче нумай çул ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă.

Вӗренӳ çулӗ пуçланас умӗн районсенче те, республика шайӗнче те вӗрентекенсен августри канашлăвӗсем иртеççӗ. Вӗсенче иртнӗ вӗренӳ çулне пӗтӗмлетсе çӗнни валли плансем тăваççӗ, вӗрентӳри çӗнӗлӗхсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Паллах ӗнтӗ вӗрентекенсене чысламасăр та иртмест кун пек мероприяти.

Акă августăн 22-мӗшӗнче Анат Кама хулипе районӗнче те педагогсен канашлăвӗ иртнӗ. Учительсен умӗнче тăракан çивӗч ыйтусене пăхса тухсан районти чи пултаруллă вӗрентекенсене чысланă. Вӗсен шутӗнче Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимнази-интернатра чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Т.Н.Леонтьева та пулнине хамăр вулакансене пӗлтерме питӗ хавас эпир. Татьяна Николаевнăна Раççей Федерацийӗн Çутӗç министерствин «Çутӗç отличникӗ» паллипе наградăланă. Чӗререн саламлатпăр пултаруллă та тăрăшуллă вӗрентекене!

Татьяна Николаевна Леонтьева педагогикăра ӗçлеме пуçлани 25 çул ӗнтӗ. Ăнсăртран суйламан вăл ку профессие. Унăн ашшӗпе амăшӗ, Николай Павловичпа Нина Ивановна Егоровсем, Аксу районӗнчи Савгачево шкулӗнче нумай çул ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă.

– Эпӗ аттепе аннерен тӗслӗх илсе учительсен династийӗн эстафетине малалла тăсрăм. Юратнă аттепе анне! Тавах сире шаннăшăн, юратнăшăн. Çавăн пекех хамăн ӗçтешсене те яланах пур çӗрте те тӗрев панăшăн чӗререн тав тăватăп! Хамăн вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амăшне те таймапуç – шăп вӗсене пула эпӗ учитель пулма вӗрентӗм! – тет Татьяна Николаевна.

1-мӗш класран тытăнса 11-мӗшчен тăван чӗлхене юратма вӗрентет ачасене опытлă вӗрентекен. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче те, малашне те çитӗнӳсем тумалла пултăр çак пархатарлă ӗçре.

Т.Леонтьева архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование