Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Камӑра уйрӑм ҫын укҫипе футбол манежӗ тӑваҫҫӗ

Футбол манежӗнче тӗрлӗрен мероприятисем иртӗҫ, ҫав шутра уйрӑм командӑсем хушшинчи мини-футбол турнирӗсем те

 Инвестор ҫак объекта тума 25 млн тенкӗ пама хатӗр. Ҫакӑн ҫинчен хӑйӗн Инстаграмри страницинче Анат Кама районӗн Ӗҫтӑвком ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Радмир Беляев ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, хула ертӳҫисем патне пӗр пысӑк компани Анат Камӑра частнӑй футбол манежӗ тӑвасси пирки сӗнӳпе тухнӑ.

"Инвестор ҫак объекта тума хӑйӗн укҫисене хума хатӗр. Хальхи вӑхӑтра эпир ҫӗр участокне суйлатпӑр", – палӑртнӑ Беляев. Вӑл ҫулталӑк хушшинче проекта туса пӗтерме пултарни ҫинчен пӗлтернӗ. 

Футбол манежӗнче тӗрлӗрен мероприятисем иртӗҫ, ҫав шутра уйрӑм командӑсем хушшинчи мини-футбол турнирӗсем те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев