Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анаткăтратасем те çынран кая мар

Ку ялта та Çимӗк хыççăн чăваш халăх уявӗ иртнӗ

Тӗрӗслӗхшӗн каласа хăвармалла, шăпах Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче республика шайӗнче Уяв ирттерме тытăннă. Кама леш енчи чăвашсен йăлине çӗнӗрен официаллă чӗртсе яракансем ăна урăх ирттермен, анчах та чăваш культури Кăтратара начар аталанать тесе калаймăн. Иван Ильин ертсе пыракан юрăпа ташă ушкăнӗ пур çӗре те çитсе пултарулăхне кăтартма тăрăшать. Транспорт пулсан.

Ял кунӗсем ирттерме модă тухсан Анат Кăтрата çывăхӗнчи лапамра илемлӗ праçникре пулса курнăччӗ. Ун чухне клуб ӗçченӗсем те, шкул ачисем те хăйсен пултарулăхне çӳллӗ шайра кăтартрӗç.  
Тват-пилӗк çул каялла анаткăтратасем «Юрла, ташла чăваш çынни» ятлă фестиваль пуçарса ячӗç. Малтанхи çулсенче унта ансамбльсем йышлă çӳрерӗç, юлашки çулсенче фестиваль ял уявне çаврăна пуçларӗ тесен те йăнăшмăпăр. Ячӗ картне ларсах каймарӗ-и, урăх сăлтав-и, инçетре пурăнакансене калама хӗн. Йӗркеллӗ финансировани пулсан, тен çӗкленӗччӗç тесе шутлатпăр, мӗншӗн тесен çакна тума Анати Кăтратара культура хăвачӗ пур.

Кӳршӗ ялсенчи артистсем пурпӗр сума суса килкелеççӗ-ха тараватлă анаткăтратасем патне. Ял-йыш та юрă-ташăпа савăнать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздник