Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анатолий Малышевăн «Пуç сырман шухăшсем» кӗнеки пирки​ шухăшласа лӑрнисем

"Чӗлхе пӗлмен чăваш ачи хисепӗ Çултан-çула пусса килет пире. Чăваш сăвăçисем, епле тӳсетӗр, Çак намăсра тăсмашкăн ӗмӗре?"

 Çур ӗмӗр каяллахи паллашу

Кӗнеке тăватă пайлă – сăвăсемпе поэмăсем, калавсемпе повеçсем,​ юмахсем, публицистика. Йӗркеллех çырнă. Ытлах тиркес тесен, умсăмах çуккишӗн тата аннотацие пухчă вӗçне лартнишӗн шăрпăкласа илме юрать, мӗншӗн тесен капла туни ГОСТ хушнине итлеменни пулать.
Пӳркелте çур ӗмӗр каяллах, Шупашкар студенчӗсемпе Тăхăрьял тăрăхне литература йӗрӗпе экспедицие кайсан, эпӗ унпа тăван килӗ умӗнче паллашнăччӗ. Вăл вăхăтра Мӗтри Юман ятне ял çыннисем асăнма та хăратчӗç. Иван Юркин чул çуртӗнче – юхăнтарса, мăшкăлтăк шывне урай тăрăх юхтарса – ферма тарçисем пурăнатчӗç. Колхозӗ пуян, председателӗ Социализмла Ӗç Геройӗ. Чун чăтманран ун патне кӗрсе тухрăм. Пӗртте урлă калаçмарӗ тутар пуçлăх, музей уçас шухăша та тиркемерӗ.
Тăхăрьялăн чаплă çыннисем тăхăр вун тăххăр, Пӳркелӗн хăйӗн вӗсем ик теçетке! Анчах Пӳркелӗнче Юманпа Юркин çинчен ун чухне, ӳпкевлӗ пулсан та, чӗптӗм çӗнӗ хыпар тупса пулмарӗ. Унтанпа пайтах çилсем вӗрчӗç, шалтах шывсем юхрӗç. Кăнна Кушкинче, Элшелӗнче, Пӳркелте, Шемекре музейсем, палăксем çӗкленчӗç.
Самана чуппине «Пуç сырман шухăшсем» кӗнекере лайăх кăтартнă. Унта халӗ Юркин çинчен ниçтинчен те тӗплӗнрех пӗлме пулать. Юманпа Романова та, Ухлипе Хветкене те манса хăварман. Вӗсем тата ытти тăхăрьялсем çинчен (Иван Яковлев, Григорий Тимофеев, Валентин Урташпа Николай Дедушкинран пуçласа манăн юлташсем пулнă Николай Юнгеров, Роман Чепуновпа Валериан Ашкеров таранах) публицистика пайӗнче, сăмаха тӳррӗн лартса, селӗм çырса панă.

Хăйне евӗрлӗ
Анатолий Малышев прози хăйне евӗрлӗ. Ăна ыттисенчен уйăрса илмелли пахалăхсем нумай. Малтанах Малышевăн шухăшлавӗпе çыру мелӗ расна пулнине палăртмалла. Халиччен хускатнă ыйтусенех тапратать вăл, анчах е ыттисем асăрхайманнине хушса парать, е пачах тепӗр енчен пăхса тухать, тавлашса та, пӗçертсе те илет.
Мана Анатолий Меркурьевичăн виçӗ юмахӗ те сӗре килӗшрӗ.​ Суккăр вӗлтренпе талпиçен мӗншӗн ахаль вӗлтренпе пиçенрен уйрăлса кайнине кашни ача садӗнчех вӗт-шакăрпа сӳтсе явма пит меллӗ. «Шурă кайăксем» юмах чăваш халăх историне пӗлекен çынна уйрăмах кăсăк. Вăл чăваш кун-çулне авалтан паянччен ытарлă та курăмлă уçса парать. Юмах юмах та, ним çукран юптарса ларни мар! «Сӗвепе Атăл» вара географие шахвăртуллăн вӗрентет. Юмантай йӗкӗтпе Сӗвепи пике юратăвне таптасах, ашшӗ-амăшне пурлăхпа астарсах, парăнман хӗре вăйпа çавăрса, инçетрен килнӗ пуян сутăç (Атăл ятлăскер) чăваш хӗрне хапсăнать. Савнă Юмантая хирӗç çурçӗрелле васкакан хӗр, Уйăх пилленипе юханшыв пулса тăнăскер, Атăлпа çапăнать те (лешӗ те Уйăха улталаса шыва çаврăнма ӗлкӗрнӗ), кăнтăралла пăтранса юхса каять. Тата нумай таса шывсене тыткăна илнӗ Атăл сăнарӗ ку юмахра пӗрре те халичченхи Атăл-атте евӗр мар.
Атăлпа юнашарах хирӗçле юхакан Амаксар, Сӗве, Сăр (Сура) шывӗсем çинчен кун евӗрлӗ халап-юмах татах тӗл пулнă эпӗ. Анчах вӗсенче пӗринче те çутçанталăк пулăмне юрату виçкӗтеслӗхӗ витӗр ăнлантарса панине курман. Халăхăн та, çыннăн та пурнăçӗпе тӗнчекурăмӗ тӗрлӗ вăхăтра пайтах урăхланать. Халап-юмах вăл вăхăт шульăшне часах çавăрса илет çав.
Повеçӗсенче çыравçă Чалтан вăрçи тата ун хыççăнхи çулсенчи пурнăçа сăнланă. Чуна тивекен пулăмсемпе пайрăмсем тăрăх ун чухнехи лару-тăрăва ӗненмелле кăтартнă. Тӗнче литературинче вăл вăхăта халиччен çутатман мар, çапах та чăваш çыру ăстин хăйӗн куçӗ, вăл расна мел, вичкӗн сăнарсем, кирлӗ сăмахсем тупма пултарнă. Ӗç-пуç çинчен хăй ятӗнчен каласа пыни, хăйпе пулни-иртнине аса илни те вуланине ӗнентерсе лартать.
Якут çӗршывне ӗçлеме янă çамрăк фельдшерăн, Тăхăрьял каччин, тайгари ушах кӗтесре пӗр ватă чăваш Семен мучие сыватмалла пулса тухать. Кӗтмен тӗлпулу, тӗлӗнтермӗш пулăмсем. «Читлӗхри чăваш» хайлава авторӗ повесть тенӗ, тӗрӗссипе вăл – лайăх унаса кăларнă новеллăлла вăрăм калав. Пиçӗ япала. Пурнăç кукри-макри пирки, этем хăвачӗ тавра шухăшлаттаракан, ăс паракан философи.
...Вăрçăра нимӗçсен тыткăнне лекнӗ Семен Журавлев Хӗрлӗ Çара хирӗç йӗркеленӗ легионра пулнă, тепӗр хут хамăрăннисен тыткăнне çаклансан вăл 25 çула тӗрмене лекнӗ. Кайран, ирӗке тухсан, тăван Рункăна хыпар тумасăр, таврăнмасăр якутсем патӗнче пурăнма юлать. Йывăр чирленӗ хыççăн вăл чăвашла çех калаçма тытăнать. Ывăлӗпе кинӗ ăна ăнланмаççӗ, тăнран кайса аташать тесе шутлаççӗ. Ватă сунарçа, тайгана тухса çухаласран хăраса, упа читлӗхӗнче вырттарма пуçлаççӗ. Ывăлӗ – Афанасий – ашшӗне сыватасшăн, вăл таçти аякри поселока пăлансемпе вӗçтерет те фельдшера илсе килет. Фельдшерăн ӗç ăнать. Вăл читлӗхри ентешне сыватать, унăн хӗсӗр ывăлӗн кăмăлне кура, Инçет Тухăçри вак халăхсен авалхи йăлипе сарăпланса, арăмне тухăçлă вăрлăх сапса хăварать.
Ытарлă, тирпейлӗ савăшу саманчӗсем кӗнекере нумай тӗл пулаççӗ. «Брудершафт», «Йӗс кӳлӗ», «Савакансен утравӗ, савакансен кӳлли» сăвăсенче, сăмахран, «Çимӗк умӗнхи каç» повеçре. Ыран салтака тухса каяс каччă упăшкине вăрçăра çухатнă Хветуç аппапа вылянса тупăлчах хӗр ашшӗ пулса юлать. «Аслă вăрçăн юлашки ветеранӗсем» повеçре те хăйӗн асаплă шăпине аса илекен юлашки ветеран «Иванов-импотент» (1946 çулта атом бомбине тӗрӗсленӗ чухне пайăркасемпе сиенленнӗскер) тăлăх арăм Верукпа «каччăлăха çухатса арçын ретне тăнă каç» пирки каласа парать. Анчах ку повеçсем пачах та юрату-савăшу юмахӗсем мар. Вăрçă хуçса хăварнă ял-йыш шăпи унта, тӗрӗс, чăн пулнă майлăн ӳкернӗ Анатолий Малышев çав хурлăхлă, нушаллă, катăк пурнăçа. Хайлавсен ӗртине пиçӗ çыпăçтарса пыни, сăнарсен шухăш-кăмăлне яр курăмлă хăтлани, пуплевпе ялтилле ирӗклӗ те виçеллӗ усă курни, пӗчӗк пайрăмсем урлах самана сăн-сăпатне пӗтӗмлетсе кăтартни çыравçă ăсталăхне палăртса тăрать. Вырăнти ятсене е çӗнӗ сăмахсемпе ăнлавсене (пӗрхуç, тарих, артар, вӗрчеме, микителлӗ сăпран, чӗпкуç, наçмих) хайлавсем хыççăнах кăтартса хăварнă. Вӗсем сахал мар, çавăнпа авторӗ хăй ăнлантарса хăварни вырăнлă пулса тухнă.

Кăра, витӗмлӗ,
шухă, тӳррӗн...
Кӗнекен çурри ытла пайне сăвăсемпе поэмăсем йышăнаççӗ. Вӗсене шухăш, илемлӗх, сăнарлăх, янăравлăх е чӗлхипе састашӗ енчен тата жанр тӗсӗсем тăрăх тишкерме лайăх майсем пур. Çапах та, критиксене вăрçтарсах, мӗн е кам çинчен мӗнле çырнине палăртса хăварсан та çитӗ. Тăван халăх та тăван чӗлхе, тӗрӗслӗхпе суя, тивӗçпе чыс, поэтсемпе поэзи, хавхаланупа ылхан, авалхи йăла та ӗненӳ, такăннă юрату, Тăван çӗршыв, атте-анне, çуркунне-кӗркунне, Тукай та Урташ, самана кукăр-макăрӗ... Ыттисем çыраканнисемех-çке, тейӗр. Пăхăр-ха тимлӗрех — мӗнле çырать? Кăра, витӗмлӗ, шухă, тӳррӗн, хăй каларăшле, кунта пуçа сырăннă канăçсăр шухăшсем çăмхипех!
Кӗнеке пуçламăшӗнчех уçăлакан «Чăваш халăх сăвăçисем патне янă уçă çыру» публицистикăлла поэмăна вуласа тухăр-ха, эппин.
Чӗлхе пӗлмен чăваш ачи хисепӗ
Çултан-çула пусса килет пире.
Чăваш сăвăçисем, епле тӳсетӗр,
Çак намăсра тăсмашкăн ӗмӗре?
Çав çивӗч ярăм малтанах пичетленнӗччӗ, анчах халăх поэчӗсенчен пӗри те ăна хурав памарӗ-ха. Парсан тивӗçлӗ сас парӗ Валери Туркай, мӗншӗн тесен уçă çырупа пӗрлех ăна халалланă «Пурăнатпăр... Пăхсан – курăнатпăр» сăвва лартнă. Тен, Порфирий Афанасьев хуравлӗ сăвăçа. Ăна та ентешӗ хăйӗн пӗр сăввине халалланă.
Анатолий Малышев хальхи нушасемпе тӗнче ӳкерчӗкӗсене хитрен пиелесе сăнлама пӗлни савăнтарать. Шухăшпа ӳкерчӗксен тачă пӗрлӗхӗ çирӗп кӗнекери сăвăсенче. Чăваш сăввисене ку хальлӗн шухăшсăр шепӗлтетӳ-калану тулса ларчӗ. Нота пӗлмен юрăçсен, поэзи мӗнне ăнкарман сăвăлчахсен вăхăчӗ халӗ. Шӗкӗр Турра, Анатолий Меркурьевич шухăшсене сăвăрма, пуç тавра çавăрма пăрахман-ха. Сăнарлă ун пысăк шухăшӗсем!
Ыр çын ятне, ун ӳчӗ çийӗн
Чăваш тӗм лартнă авалтан...
Хурăнланать Аттелӗх çӗрӗ,
Шур хурăнланчӗ Тăхăрьял.
Тӗпрен илсен ман çӗр – Россия –
Шур хурăн ращи пек паян.
(«Атте хурăнӗ»).
Истори йӗрӗпе çӳрени поэмăсенче хисеплӗ вырăн тупнă. «Пихампар ылханӗ» (поэмăра Çеçпӗле «алла пӗлмен алаç» пек кăтартнипе эпӗ килӗшместӗп, паллах), «Арман», «Авалхи тухьясен хӳхлевӗ», «Шурă чӗкеç» тата «Комсомолец вилӗмӗ» уйланăшсем (балладăсем), «Урташ ташши», «Улăпсем таврăнни», «Колхозри чӳк» поэмăсем мана Николай Исмуков тӗплӗ çырнисене, Александр Твардовскипе Егор Исаев тетралогийӗсене аса илтерчӗç, Тутарстанра та пирӗн çапла ăсчах-сăмахçă пурришӗн хăпартланса савăнтăм. Юлашки Улăп пек, юлашки Пăлхар, юлашки могикан пек паттăррăн çӗкленнӗ «Пуç сырман шухăшсем» кӗнекери лирикăлла тӗп герой, çӗнтерес тӗллевпе тухнă вăл хаяр кӗрешӗве. Юлашки суйлав умӗн тытăçма хатӗрленнӗ пекех. Илтетех поэтăн тӗрӗс те хӗрӳ сăмахне хамăр халăх, тăна кӗрсе ура çине тăратех.
Тăван сасса хаяр глобализаци
Хайчисемпе хăмсарнă тапхăрта
Чӗлхӗрсене ан çыртăр, тăвансем!
Вӗсен — хăйсен, чăвашăн — хăйӗн
​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ пурнăç!
Çапла пултăрччӗ, ăсчахăмăр! Пиллесе панă халал пекех, тарăн пӗлтерӗшлӗ, сумлă та вырăнлă пулччăр канăçсăр пуçу тавра çавăрса каланă сăмахусем.
Виталий СТАНЬЯЛ.
К.Малышев​ сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев