Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анатолий Никитин: «Санăн мар!.. манăн та мар»

Паян кашни утюгран янăракан «Эпӗ мар» юрра Шупашкарти Владимир Егоров çамрăк юрăç шăрантарать. Сăмахĕсем те, кĕвви те хамăн тет. Анчах та Анатолий Никитин композитор çак юрра (тӗрӗсрех каласан «Мана мар» юрра) хăй çырнине ӗнентерет, ăна вăл 1996-1997 çулсенче юрланă...

Паян кашни утюгран янăракан «Эпӗ мар» юрра Шупашкарти Владимир Егоров çамрăк юрăç шăрантарать. Сăмахĕсем те, кĕвви те хамăн тет. Анчах та Анатолий Никитин композитор  çак юрра (тӗрӗсрех каласан «Мана мар» юрра) хăй çырнине ӗнентерет, ăна вăл 1996-1997 çулсенче юрланă. Çамрăк «автор» юрра кăшт кăна урăхлатнă, çапах та кĕввин тĕп пайне, сăмахĕсене Никитинран «шăйăрнă» та çапла «Мана мар» юрă «Эпӗ мар» пулса тăнă имӗш. Тава тивĕçлĕ артист сăмахĕсемпе, çак юрра юрлама унран никам та ирĕк илмен. Никитин хăйӗн автор правине халӗ судра хӳтӗлес шухăшлă.

Юрă авторĕ пирки пӗлес тесе эпир хита юрлакан Владимир Егоров юрăçпа хăйӗнпе çыхăнтăмăр.  Вăл çак юрă халăхăн пулнине каларӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, «Сана мар» юрă халăхра 70-мĕш çулсенчех анлă сарăлнă. Эппин, Никитин ăна 90-мӗш çулсенче кăна çырнă пулсан,  чăвашсем ку юрра маларах мӗнле юрлама пултарнă-ха? Юррăн чăн авторӗ кам-ши вара? ( Сăнӳкерчӗк ilemle.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская эстрада