Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анатолий Самаренкина черетлӗ медальпе чысланӑ

РЕСПУБЛИКА АТАЛАНĂВНЕ ПЫСĂК ТӲПЕ ХЫВНĂШĂН

Октябрӗн 6-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Хусан Кремлӗнче наукăпа культурăн деятелӗсене, вӗрентекенсене, тухтăрсене, машинăсем тăвакансене, нефтяниксене, ял хуçалăх ӗçченӗсене Раççей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин патшалăх наградисене парса чысларӗ. Республикăра пурăнакан 40 тава тивӗçлӗ çын награда илме тивӗçрӗ çак кун.

«Маншăн ку тӗлпулу чи хумхануллисенчен пӗри, – терӗ Фарид Хайруллович сăмах каланă май. – Эсир пурте çӗршыв, республика ертӳçисен тавне тивӗçнӗ. Хăвăр ӗçлекен коллективсенче пысăк авторитетпа палăрса тăратăр. Сиртен кашни тăрăшнипе пирӗн республика ума лартнă тӗллевсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Коронавирус пандемийӗпе çыхăннă йывăрлăхсене пăхмасăр республика хăй çине илнӗ социаллă тивӗçсене вăхăтра пурнăçласа пырать: çӗнӗ шкулсем, ача сачӗсем уçăлаççӗ. 100 кун хушшинче инфекци больницин çӗнӗ корпусне хута ятăмăр. Çулсене çӗнетсех тăратпăр, ял ӗçченӗсем рекордлă тухăç пухса илнӗ. Иртнӗ суйлавра халăх ТР Президенчӗ пулма Р.Минниханова суйлани малашне те çирӗп шанăçпа пурăнма май парать».
Патшалăх наградисене илекенсен хушшинче пирӗн йăхташ, «КАМАЗ» ПАО генеральнăй директорӗн канашçи А.К.Самаренкин та пулчӗ. Республика аталанăвне пысăк тӳпе хывнă ентешӗмӗр «ТАССРа йӗркеленӗренпе 100 çул» медаль илме тивӗçрӗ. Анатолий Константиновича патшалăх награди илнӗ ятпа республикăри пур чăваш ятӗнчен саламласа малашне те ăнăçлă ӗçлеме çирӗп вăй-хал сунатпăр!
Хамăр корр.
Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев