Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Андриян Николаев Карл Марксран вăйлăрах пулчӗ

Чăваш Республикин Вăрмар районӗнчи Пысăк Енкасси ялӗнче интернационалист-салтака Виктор Гаврилова халалласа йăлана кӗнӗ мини-футбол турнирӗ иртрӗ.  Ăна пуçарса яраканӗ – вырăнти Культура çурчӗн директорӗ Николай Гаврилов пулнă. Çулталăкран Виктор Гавриловăн тетӗшӗсем Валерианпа Владислав хутшăннă турнира хатӗрленес ӗçе. Вӗсем Кубок туяннă, пилӗк команда валли спорт формисем çӗлеттернӗ, судьясем валли те. Çулсерен малти вырăсем йышăннă командăсене дипломсем, медальсем, хаклă парнесем панă. Çак йăла ӗнтӗ 15 çул тăсăлать.

Турнир икӗ площадка çинче иртет. Ун умӗн турнирăн тӗп судйи Андрей Иванов хутшăнакан командăсене троя тăратнă. Кăçалхи турнирăн хисеплӗ хăнисем çаксем пулчӗç: Чăваш наци конгресӗн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи полномочиллӗ представителӗ Валериан Гаврилов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ЧНК вице-президенчӗ Виктор Зорин, Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Вăрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ Анатолий Хованский, Вăрмар райадминистрацийӗн социаллă политика пайӗн пуçлăхӗ Александр Краснов, Вăрмар ентешлӗхӗн председателӗн çумӗ Владимир Григорьев, Пысăк Енкасси ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Любовь Александрова.

Турнира енкассисем Ульяновскран, Чулхуларан, Хусантан, Çырчаллинчен, Мускавпа Мускав облаçӗнчен, Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчен пухăннă. Урампа урам вылянă чухне курма килекен те нумай.

Финала 6 очко пухнă Николаев урамӗн команди 4 очко пухнă Карл Маркс урамӗн командипе вылярӗ. Пӗлтӗр Николаев урамӗ çӗнтернӗччӗ, кăçал Карл Маркс вăйлăрах пулчӗ. Виççӗмӗш вырăна Академически урамӗ тухрӗ. Командăсене Виктор Гавриловăн пиччӗшӗ Владислав парнесем парса чысларӗ. Судьясен коллегийӗ турнирăн чи лайăх выляканӗсене те наградăларӗ.

Каç-кӳлӗм уяв ял урамӗсенче малалла тăсăлчӗ. Чăннипе те спорт турнирӗ Пысăк Енкасси ялӗн кунне çаврăнса пырать.  

 

Валериан Гаврилов, автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев