Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анне кунӗпе саламласа ачасем сӑвӑсем ҫырнӑ

Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсен пултарулăхӗ



САНРАН ХАКЛИ ÇУК Тӗнчере! 

* * *
Анне ир-ирех тăрать,
Пахча çимӗç шăварать.
Мана килсе ачашлать,
Ырă кун мана сунать.
Лартса парать апатне –
Питӗ тутлă кукăльне.
Ăна эпӗ юратап,
Чун-кăмăлтан йышăнап.
Кайран шкула ăсатать,
«Чипер пул!» – тесе калать.
Эпӗ итлӗп аннене,
Илӗп «пиллӗк» паллине.
Валентина ЕФАРОВА,
вӗрентекен.
* * *
Тӗнчере чи хитри,
Ӗçченни, сăпайли,
Хӗвелтен те ăшши –
Ман юратнă анне!
Аннепе эп пӗрле
Юратап ӗçлеме,
Выляма, вулама,
Шутлама.
Çак илемлӗ кунпа
Саламлап аннене
Ăшă, ырă сăмах
Каласа.
Ева АЛЕКСЕЕВА.
3-мӗш класс.

* * *

Кам пире çуратнă?
Кам пире юратнă?
Кам пире çитернӗ?
Кам пире ӳстернӗ?
Вăл пирӗн анне!
Çуратнă вăл пире,
Юратнă вăл пире,
Ӳстернӗ вăл пире!
Амалия САУШКИНА.
7-мӗш класс.

* * *
Манăн чипер анне пур,
Вăл хитре те пит маттур.
Кăмăллатăп эп ăна
Чун-чӗререн юратса.
Аннене эп пит саватăп,
Ун çинчен эп шухăшлатăп.
Шкултан килелле чупатăп,
Аннене курма васкатăп.
Милана УГАДЯРОВА.
3-мӗш класс.
* * *
Чунтан савать мана аннеçӗм,
Чуптуса вăл вăратать.
«Манăн çăлтăрăм, чӗкеçӗм», –
Тесе ачашшăн ыталать.
Эп те хытă юрататăп,
Саватăп питӗ аннене.
«Телейлӗ пул, – тесе калатăп, –
Санран хакли çук тӗнчере!»
Анастасия ЛОПАТА.
3-мӗш класс.
* * *
Хаклăраххи пур-ши тӗнчере
Юратнă аннерен?
Ăс-тăн пани, вăл вӗрентни
Пирте мӗн пӗчӗкрен.
Анне çумра – чун хӗпӗртет,
Эп питӗ савăнап.
Ылтăн анне – манăн анне:
Сана эп юратап!
Карина ЛОПАТА.
5-мӗш класс.

Пухса ярса параканӗ
Антонида САУШКИНА,
директорăн воспитани
енӗпе çумӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев