Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анне патне яла, çӗрулми кăларма

Caн юмахусем пурте тӗрлӗрен пуçланаççӗ-ха, анчах та пурте пӗр пек вӗçленеççӗ: «Малаллине «Гуглта» тупса вула...

  – Хаклă çыннăм, сана спа-салонран миçере пырса илмелле? – шăнкăравлать Чăнкă Мирун арăмӗ патне.

– Улттăра. Чунăмçăм, эп сана мулкачăм тесе те, пупсик тесе те калап, эс вара мана «хаклă çыннăм» тесе кăна калатăн ялан... – тӗпчет арăмӗ Мирунран.
– Хаклă çыннăм, эсӗ спа-салона 1 сехете 15 пин тӳлесе кайрăн. Тата ыйтусем пур-и?

* * *
Ача садне çӳрекен ывăлӗ Яка Кулинене:
– Анне, сан юмахусем пурте тӗрлӗрен пуçланаççӗ-ха, анчах та пурте пӗр пек вӗçленеççӗ: «Малаллине «Гуглта» тупса вула...»

* * *
Яка Кулине çӗрле парк урлă киле таврăнать. Унччен те пулмасть тӗмсен хыçӗнчен сасă илтӗнет:
– Тăр!
Кулине тăп чарăнса тăрать, йăшăлтатма та хăрать.
– Вырт! – илтӗнет татах.
Чӗри ури тӗпне анса кайнă Кулинен, хушнине çийӗнчех пурнăçлать.
– Хырăмпа шу! – хушаççӗ татах.
Мӗн тăвăн – итлемех тивет. Çав вăхăтра Яка Кулине умне арçын пырса тăрать:
– Ырă пикеçӗм, сире мӗн пулнă, хăвăра япăх туятăр-им? Эп кунта хамăн йытта тӗрлӗ командăсем пурнăçлама вӗрентетӗп. Пăхатăп та – эсир хырăмпа шăватăр...

* * *
Вӗçкӗн Ваççа патне килти телефон çине хунямăшӗ шăнкăравлать:
– Аван-и, кӗрӳ? Эсӗ килте-и?
– Çук! Кинотеатрта ларатăп. Сирӗнтен шăнкăрав кӗтнипе килти телефона пӗрле илтӗм! – тарăхса хуравлать Ваççа.

* * *
Çӗрле. 23 сехет те 10 минут. Чăнкă Мирун тӗкӗр умӗнче тăрать: капăр тумланнă, костюмпа, галстукпа, çутă пушмакпа. Хăй хаваслă.
Арăмӗ:
– Чунăм, эсӗ ăçта пуçтарăнатăн вара?
– Пулла, ылтăнăм, пулла, – лăпкăн хуравлать Мирун. – Эп кайсан алăка питӗрсе юл.
Арăмӗ нимӗн те шарламасăр тепӗр пӳлӗме кӗрсе каять. Тепӗртакран, шăп упăшки тухса кайма хатӗрленнӗ вăхăтра, тухать. Пăхса ытармалла мар хăйне: уçă кӗпепе, пит-куçне хитре сăрланă, çӳллӗ кӗлеллӗ туфлипе.
Упăшки тӗлӗннипе:
– Чӗкеçӗм, эсӗ ăçта каясшăн вара çӗрле, çитменнине çакăн пек уçă кӗпепе?! – тет.
– Анне патне яла, çӗрулми кăларма, – лăпкăн хуравлать арăмӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев