Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Апатпа тумсӑр пуҫне урӑх нимӗн те

Коронавируса пула кӗртнӗ карантина пула апрель уйӑхӗнче ҫӗршыв ҫыннисем хӑйсен тӑкакӗсене, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 34 процента чакарнӑ

2020 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Раҫҫей экономикин хӑвачӗ 4 процента чакать, чухӑнлӑх чиккинчен каҫаймасӑр пурӑнакансен шучӗ тата 1 миллион ҫынна ӳсет. РФ Шут палатин ертӳҫи Алексей Кудрин ҫапларах прогноз панӑ. 

Росстат ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫӗршыври ҫамрӑк ҫемьесен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайне укҫа апатпа тумлӑх кӑна ҫитет. Ыйтса пӗлнӗ ҫемьеллӗ ҫамрӑксенчен 64 проценчӗ ҫапларах хуравланӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехи тупӑшӗ ҫемь валли нумай усӑ курмалли таварсем туянма ҫитеймест.
Пӗлтӗр респондентсенчен ҫурри (50,3%) вӗсен тупӑшӗ тумтирпе апат туянма кӑна мар, ытти япаласем илме те ҫитет тесе пӗлтернӗ. Кӑҫал ҫакнашкаллисем 36 процент кӑна юлнӑ.
Ҫапла майпа иртсе пыракан ҫулталӑкра ҫамрӑк ҫемьесен укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвӗ самаях хӗсӗннӗ тесе калама пулать.
Вӗсенчен те начартарах хӑйсене пенсионерсем кӑна туяҫҫӗ. Ыйтса пӗлнисенчен 64 проценчӗ хӑйсене валли апатпа тумсӑр пуҫне урӑх нимӗн те туянаймасть. 2019 ҫулта ҫакнашкаллисем 58,8% пулнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев