Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Апрель уйăхӗнче Тутарстан патриотла марафонăн эстафетине йышăнӗ

Мартăн 29-мӗшӗнчен пуçласа майăн 4-мӗшӗччен Тутарстанпа Чăваш Енре регионсем хушшинчи «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон иртет. Мероприятине Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Хусанпа Сăр хӳтӗлев чиккине тăвакансен ӗç паттăрлăхне халалланă.

Марафон Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗсен министерствин тата Тутарстанăн Культура министерствин пуçарăвӗпе иртет. Ăна çак хӳтӗлев чиккине тăвакансен кăткăс ӗçне вилӗмсӗрлетме йӗркеленӗ. Патриотла акци иртнӗ хушăра тӗрлӗрен мероприятисем ирттерме палăртнă.

Вӗсем мартăн 29-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче, апрелӗн 5-мӗшӗнче Çӗрпӳ районӗнче, апрелӗн 19-мӗшӗнче Куславка районӗнче, апрелӗн 21-мӗшӗнче Кайпăç районӗнче, апрелӗн 22-мӗшӗнче Теччӗ районӗнче, апрелӗн 23-мӗшӗнче Пăва районӗнче, апрелӗн 24-мӗшӗнче Апас районӗнче иртеççӗ. Марафон майăн 4-мӗшӗнче Хусанта, Г.Тукай ячӗллӗ филармонире пысăк концертпа вӗçленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев