Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Апрель уйăхӗнчен çӗнӗ çул-йӗр штрафӗсем çинчен калакан уведомленисем Патшалăх услугисен порталӗнчи страницăна килӗç

Çакăн çинчен ТР çыхăну, информаци технологисен, цифра аталанăвӗн министрӗн пӗрремӗш çумӗ Илья Начвин брифингра пӗлтернӗ

«ТР ГИБДД тата РФ ГИБДД базисен интеграцине вӗçленӗ. ТР Патшалăх услугисен порталӗ паян штрафсем çинчен сведенисем илет. Вӗсене тӗрӗслес тесен, мобильлӗ приложенине кӗмелле, е Патшалăх услугисен порталне. Штраф унта курăнсан, ăна 50% скидкăпа тӳлеме пулать», - тенӗ вăл.

Хальхи вăхăтра ГИБДД штрафӗсем килсе тăраççӗ, çынсем вӗсене тӳлеме пултараççӗ, анчах та çӗнӗ штрафсем çинчен калакан информацине «алă вӗççӗн» тӗрӗслемелле. Уведомленисем апрель уйăхӗнчен килме пуçлаççӗ.

«Иккӗмӗш пайӗ – штрафсем килни çинчен калакан уведомленисем. Çынсем серфиспа туллин усă курма пултарччăр, штрафсем пурри çинчен информацие вăхăтлă илччӗр тесеӗ çак ӗçе эпир март вӗçӗччен вӗçлеме палăртатпăр», - тесе палăртнă Начвин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев