Апрелӗн 11-мӗшӗ 80 çул каялла
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 1390-мӗш кунӗ: Çӗнтерӳччен 28 талăк.
– 4-мӗш Украина фрончӗн çарӗсем Чехословакипе Румыни çарӗсемпе пӗрле Ружомберок (Словаки) хули çывăхӗнчи Святой Мартин, Врутка чугун çул станцийӗсемпе 40 ытла яла ирӗке кăларнă.
– 2-мӗш Украина фрончӗн çарӗсем Братиславăран çурçӗр хӗвеланăçӗнчи Морава юханшывӗ патӗнчи наступление малалла тăсса Австри çӗршывӗн территорийӗнчи 11 яла илнӗ.
– 3-мӗш Украина фрончӗн çарӗсем Дунай каналне каçса Вена хулин кăнтăр-хӗвелтухăç районне йышăннă.
– Мускавра СССРпа Югослави çӗршывӗсем пӗр-пӗрне пулăшасси, вăрçă хыççăн пӗр-пӗринпе çыхăну тытасси пирки килӗшӗве алă пуснă.
– Фашистсен Бухенвальд концентраци лагерӗнче тыткăнрисем пăлхав çӗклесе лагерь территорине туртса илнӗ хыççăн ăна Америка çарӗ ирӗке кăларнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев