Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Апрелӗн 20-мӗшӗ — Донор кунӗ

1832 çулта апрелӗн 20-мӗшӗнче пӗрремӗш хут пациента çын юнӗпе пулăшнă


1832 çулта апрелӗн 20-мӗшӗнче пӗрремӗш хут пациента çын юнӗпе пулăшнă

Апрелӗн 19-мӗшӗнче Хусанта донор акцийӗ иртет. Мероприяти ТР Сывлăх сыхлав министествин Республикăн юн центрӗнче çак адреспа пулать: Çӗнтерӳ проспекчӗ, 85-мӗш çурт. Донорсене 8.00 — 12.00 сехетре кӗтеççӗ. Акцие йӗркелекенсем концерт та хатӗрленӗ. Вăл 9.00 сехетре пуçланать, пӗр сехет пырать. Донорсене сувенирсем парнелӗç, Юн центрӗнче уяври пек хаваслăх хуçаланӗ. 

18 çултан аслăраххисем, 55 килограмран йывăртараххисем юн пама пултараççӗ. Паллах, донорсен сывă пулмалла. Гепатит, ВИЧ чирӗсемпе аптракансен юн пама юрамасть. Тӗплӗнрех терапевтран ыйтса пӗлмелле.

Донор акцине «Добрая Казань» АНО тата «КФУ — планета добрых людей» Хăй ирӗкӗпе пулăшакансен центрӗ ирттерет. DonorSearch.org юн донорӗсен сообществи, «Татнефть» Ыркăмăллăх фончӗ пулăшнипе йӗркеленӗ. Çавăн пекех гражданла обществăна аталантарма панă ТР Раисӗн гранчӗпе усă курнă. Акцие Донорăн наци кунне халалланă. 
Сăнӳкерчӗк М.Захаровăн («Татар-Информ» ии).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество